Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑпчӑк киленсе юрӑ пуҫарать, вӑл ӑна хӑватлантарса, хитрелетсе пырать, каҫӑхса кайса юрлать, юлашкинчен хӑй юррине хӑй ытарайманнипе чӗри ҫурӑлса каять те кайӑк тӗм ӑшне персе анать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ҫак илеме ытарайманнипе килеҫҫӗ пуль ҫав кунта чӗрчунсемпе кайӑксем те.
Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.
Ҫавӑнпа эпӗ (е тата ытарайманнипе, ку иккӗмӗш сӑлтав пултӑр) А.Н. Толстойӑн «Вӑрҫӑпа лӑпкӑ пурнӑҫ», А.С. Пушкинӑн «Дубровский», Ф.М. Достоевскин «Тӑр ухмах», «Шуйттансем» тата ытти романӗсене ик-виҫшер хут та вуланӑ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ырӑ купцан ытарайманнипе сывлӑшӗ те пӳлӗнет; вӑл ҫав чечек патнелле пырать; шӑрши унӑн пӗтӗм сада сарӑлнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Пӗрре унӑн, уҫӑ тӑнӑ кантура пӗчченех кӗмелле пулнӑ, вара вӑл ҫав сехете ытарайманнипе ярса илнӗ те хулана кайса сутнӑ.Пришлось ему одному войти в отпертую контору: польстился он на часы, унес и сбыл в город.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Юрра ытарайманнипе Григорий утсем кӗҫеннине те, тӑкӑрлӑкра урапа лӑчӑртатса иртнине те илтмерӗ, ҫаплах-ха ҫурӑмӗпе пӳртӗн шуратнӑ стени ҫумӗнче сӗвенсе тӑчӗ…
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1