Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑлӑх тени ун чӗрине ыраттарать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Йӑмӑкӗ ун ҫинчен пачах манни чӗрене ыраттарать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Йӑмӑкӗн хуйхи аппӑшӗн чӗрине те ыраттарать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ҫак шӑнӑр туртни Агриппинӑн чӗрине тӳсме ҫук ыраттарать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Патронсем тултарнӑ йывӑр пир хутаҫҫи, суллана-суллана, унӑн вӗчи шӑммине ыраттарать, винтовка ҫакнӑ чӗнӗ хулпуҫҫине касать.Тяжелый парусиновый мешок с патронами бил по бедру, ремень винтовки резал плечо.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Атту вӑл долото текен инструмента тепӗр ури ҫине ӳкерет те каллех пӳрнине ыраттарать.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
«Рыцарь, хӑвна та, мана та ан ултала», терӗ хӗр хӑйӗн хитре пуҫне майӗпен сулкаласа: «пӗлетӗп, чӗрене ҫав тери ыраттарать пулсан та, питӗ лайӑх пӗлетӗп: сан мана юратма юрамасть, пӗлетӗп эпӗ сан тивӗҫӳ мӗнле: сана асу, мӗнпур юлташу, тӑван ҫӗршыву кӗтет, эпир — сан тӑшманусем».
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ыраттарать теместӗп, — терӗ Густылёв.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл мана хытах ыраттарать.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чулӗ ҫивӗч кӗтеслӗ пулчӗ, урана ыраттарать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вагон ҫинчен тухса ӳксен, чугун ҫумне пырса ҫапӑнатӑн та, питӗ хытӑ ыраттарать, вагонран тухса ан ӳк тесе ҫавӑнпа калаҫҫӗ пуль, теттӗм.И если упасть из вагона, то о железо очень больно убьёшься. Оттого и говорят, чтобы не вылетел.
Вокзал // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Алӑ ӗне ҫиллинчен хӑвӑрт шуса тухса каять витре ҫумне пырса ҫапӑнать, ыраттарать…
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Вӑл ҫурма сасӑпа, пӑшӑлтатнӑ пекех, калаҫать, калаҫнӑ май, вӑрӑм та ансӑр ҫӗҫҫе пӗр ывӑҫӗ ҫинчен тепӗр ывӑҫӗ ҫине ылмаштарса хурать, ҫав ҫӗҫӗ, чӑтма ҫук йӑлтӑртатса, Кларк куҫне ыраттармаллипех ыраттарать.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑшкантарса ӳте хӑпартса кӑларнӑ вырӑна кӑшт, хуллен кӑна сӗртӗнниех алӑк янахне пуҫпа вирлӗн пырса ҫапӑннинчен час-часах ытларах ыраттарать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл питӗ лайӑх старик, кашни ҫынпах ырӑ та ҫепӗҫ калаҫать, ҫапах вӑл леш княжнӑна ним вырӑнне те хумасть, ку вара чӗрене вӑйлӑ ыраттарать.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ лӑпкӑ, тата, турӑшӑн паллӑ, эпӗ вилӗме ӗлӗк те лайӑхрах пурнӑҫ ҫине куҫни пек шутлаттӑм, халӗ те ҫаплах шутлатӑп; анчах мӗншӗн-ха мана куҫҫуль ҫунтарса ыраттарать?..
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑр-вар ҫаврӑнса вӗҫекен юр ҫаплах-ха пите ыраттарать, Чочой хӑй шӑнса кӳте пуҫланине туйрӗ.Быстро вращающийся снег все еще причинял боль, и Чочой почувствовал, что замерзает.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Тен, хытах ыраттарать вӑл?»
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Типӗ хӑмӑл Ильсеяр урисене ыраттарать, ҫавӑнпа вӑл асӑрханса, урисене шутарса пусать.Ногам Ильсеяр больно от сухой стерни, и она ступает осторожно, придавливая ее скользящим шагом.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫамрӑк каччӑ тутлӑн киленсе кайрӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна выртма та майлӑ мар пулчӗ — кровать хӗрри унӑн ҫурӑмне ыраттарать: хайхискерӗн вӑрӑм кӗлетки ҫӗрелле шуса ана пуҫларӗ, вӑл, кровать ҫинче тытӑнса юлма хӑтланса, урисемпе урайне чӑштӑртаттарать, анчах тытӑнса тӑма хал ҫитмест.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.