Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратнипе (тĕпĕ: ырат) more information about the word form can be found here.
Ыратнипе Эльгеев кукленсех ларчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Контузи хыҫҫӑн пуҫӗ хӗссе ыратнипе чылайччен аптӑраса пурӑннӑччӗ Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫанталӑк улшӑннӑ кунсенче Павлушӑн аппӑшӗ Марье чӗре ыратнипе, сыпӑсем сурнипе питӗ аптӑрать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ман Виктӑр сыпӑсем ыратнипе аптӑрать.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа та, темле, начарланса пыра пуҫларӗ: час-часах вар ыратнипе аптракан пулчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малтанах ыратнине туйман Павлуш, анчах ура ҫине пусма тӑрсан, тӳсме ҫук ыратнипе макӑрса янӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа та кӑҫалхи ҫул час-часах вӑйран ӳкнипе аптӑра пуҫларӗ, вар-хырӑм ыратнипе больницӑна ҫӳрет.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аттем питӗ хытӑ ӗҫетчӗ, унӑн юлашки кунӗсем пуҫ мими хӑрушла ыратнипе тата куҫне тем те пӗр курӑннипе сивлекленчӗҫ-синкерленчӗҫ.

Мой отец сильно пил, последние его дни омрачились галлюцинациями и ужасными мозговыми болями.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Дрибб кӗлеткине хускатрӗ, туртса ыратнипе тата хевтесӗрлӗхпе йывӑрланнӑскер михӗ евӗр силленет.

Он пошевелил телом, оно двигалось, как мешок, наполненное острой болью и слабостью.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Линза художника аллисенчен ҫапать те ҫапать, хӑрушла ыратнипе вӗсем итлемиех пулчӗҫ темелле.

Удары Линзы падали главным образом на руки художника, от чего, немея вследствие страшной боли, они почти отказывались служить.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Галеран алӑк патне кайрӗ, шухӑшӗнче унта Тиррея йӑтса пырать; ҫапла ҫав — чирлӗскер ыратнипе кӑшкӑрмасан та вӗсене самантранах ярса тытаҫҫӗ.

Галеран пошел к выходу, мысленно подтащил сюда Тиррея и увидел, что, если больной даже не вскрикнет, — все они будут мгновенно пойманы.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл кӑнтӑрла ҫывӑрма тӑрӑшать, ҫапла сахалрах туртать, мӗншӗн тесен форточка умӗнче тӑнӑран чӗр куҫҫи каллех сӳлетсе ыратнипе тӳлеме тивет.

Он старался спать днем, чтобы меньше хотелось курить, так как за стояние у форточки приходилось ему платить возобновлением острой боли в колене.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗленчене парсан вӑл ури ҫине тӑчӗ, вӗче шӑмми ыратнипе чутах ӳкетчӗ, анчах кулса ячӗ те ларчӗ.

Отдав бутылку, он приподнялся, мертвея от боли в крестце, засмеялся и сел.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫав кунхине аллӑ тӑххӑрти Тристан — кӑкӑрӗ пӳлӗннипе, пӗверӗ ыратнипе, шӑмӑ сурнипе тертленекенскер — хӑйне уйрӑмах сӗлкӗш те сивлек тата питӗ усал тытрӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн хӗрне Леонӑна тӗлӗкре курчӗ, ӑна упӑшки — хӑй курайман чухӑн Сивиль Брентгам секретарь — ҫумне питӗ хытӑ кӗвӗҫрӗ.

В тот день Тристан Бурль, человек пятидесяти девяти лет, страдающий одышкой, печенью и подагрой, был особенно мрачен, даже свиреп, так как видел во сне дочь, Леону, и безумно ревновал ее к ее мужу, ненавистному нищему секретарю Сивилю Брентгаму.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Шуралса кайрӗ, ыратнипе пӗкӗрӗлсех ларчӗ.

Он побледнел, согнулся от боли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ыратнипе ҫухӑрса ҫамрӑк ҫын куҫҫуль витӗр кулса ячӗ.

Взвизгнув от боли, молодой человек страдальчески рассмеялся.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Хытӑ ыратнипе чӗри хумханса тапма пуҫларӗ; пуҫне юн пырса ҫапрӗ.

Резкая боль вызвала тревогу сердцебиения; кровь бросилась в голову.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Шӑлӗ ыратнипе асапланакан хӗрт-сурт, — ку ун пирки элеклени мар-ши?

Домовой, страдающий зубной болью, — не кажется ли это клеветой на существо?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Мард сусӑрланнӑ сылтӑм аллипе сулкалашма хӑтланчӗ, анчах ыратнипе хӗремесленсе, тарӑхса кайрӗ.

Мард сделал попытку жестикулировать ушибленной правой рукой, но побагровел от боли и рассердился.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл пуҫне мелсӗррӗн пӑрчӗ те лахханпа ҫапӑннӑ тӗле сулахай аллипе хыпашласа пӑхрӗ; сылтӑм аллине ыратнипе хускатаймасть те пулас.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed