Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратни (тĕпĕ: ырат) more information about the word form can be found here.
Пилӗк ыратни иртсе кайман пулин те, Сергей Петрович пырса кӗнӗ тӗле Светлана ура ҫинчех пулчӗ — вӑл таҫта тухса кайнӑ Марине инкене кӗтетчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ыратни кӑштах иртсе кайсан, хуллен ҫеҫ утса, пристане антӑм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сӑвай юррине юрлаҫҫӗ те, вӗсен вӑйӗ хутшӑнать, — хул кӑкӗсем, ал тупанӗсем ыратни те сисӗнмест!

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Откан аппа вырӑнне пӳрте хура сухаллӑ ҫын кӗрсе тӑнине курсан, унӑн чӗри кӑрт турӗ, ури ыратни те иртсе кайрӗ пулас.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑн пек тӑрӑшуллӑ халӑх пур чухне ура ыратни мӗн вӑл!

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепре туртӑнса илчӗ те — ыратни кӑштах чакрӗ, ӳт тӑрӑх анаталла анса кайрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнле мекӗрленмелле кунта, ыратни сывлама та памасть пулсан.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кутамккана пула хулсем ыратни иртсе пынӑ пек, манӑҫнӑ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ан хӑра, — тет хирург тӑна кӗнӗ ачана, — ыратни иртсе каять вӑл.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑвапа тӗлӗнче ыратни хускалма та памасть.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асап, чун ыратни мӗн иккенне пӗлет-им вӑл?..

Help to translate

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ыратни ҫине малтан вӑхӑтра пӑхмарӑм, хӑйпе хӑех иртсе каясса кӗтрӗм пуль, кайран хуралса, шыҫӑнса кайрӗ.

Help to translate

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Юлашки вӑхӑтра тапхӑр-тапхӑр чӑтма ҫук ыратни те пулнӑ, анчах кун пирки никам умӗнче те ҫӑвар уҫса каламан, мӗншӗн тесен пӗр ҫын ыратӑвӗ — вӑхӑтлӑх ырату, халӑхӑнне шайлаштарсан, ытла та пӗчӗк, ниме тӑман япала пулнӑ.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл хӑйӗн аллипе ман алла хӗскӗч пек ҫатӑр хӗстерсе лартрӗ — ыратни пӗтӗм ӳт-пӗвӗм тӑрӑх чӗпӗте-чӗпӗте саланчӗ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Чӗре ыратни аптратать.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чӗре ыратни шӑл сурни мар, ваҫка.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах хӑйӗн чирӗ пирки нумаях пӑшӑрханса чӑрманмарӗ, ун пирки сахалтарах шухӑшлама хӑнӑхнӑ вӑл: капла чӗре ыратни питех сисӗнмест пек.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нимӗнле чӗрӗ чун чӑтайми ыратни пирки мар, ҫав ыратнине чӑтаймасӑр йынӑшса ярас марчнӗ тесе шухӑшларӗ Асмантей хӑйӗн суранӗсене тӑвар чӗпӗте-чӗпӗте сапнӑ чухне.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed