Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллинчи ылтӑн сехет те, икӗ пӗчӗк ылтӑн медаль те, хӑй ҫӳрекен велосипечӗ те ҫавӑнта панӑскерсем…
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Акӑ манӑн пӗр кӑкшӑм ылтӑн пур тенӗ вӑл, кам та кам ҫав ылтӑна йӑтма пултарать, ҫавӑ ӑна пӗтӗмпех хӑйӗн килне илсе каять.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Фавнсемпе вакханкӑсен кӳлеписемпе ылтӑн хашакасенчи пысӑк тӗкӗрсем йӑлтӑркка сӑнарлавсене кӗмелли ҫӗрте йӗри-тавра хурса тухнӑ ылтӑн кӑшӑлсем евӗр.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Темиҫе ҫултан ҫеҫ, Тавасса тӑрӑхӗнче ылтӑн тупма пуҫласан, авантюра пирки сӑмах-юмах тухрӗ, ара, ылтӑн ӗмӗт мӑн ҫынсене те ача-пӑчана ҫавӑраять; анчах паллӑ марлӑхшӑн лӑпланма пултарайман ҫынсем ҫеҫ ҫырлахрӗҫ ҫак шухӑшпа, чӑнни вара…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сывлӑшра ҫутӑ ылтӑн таната ҫакӑнса тӑрать; йӑлтӑркка гирляндӑсем, ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем, ҫулӑмлӑ кӗл чечексемпе электричество хунарӗсен шарӗсем — ылтӑн капӑрчӑксен хушшинчи шултра ӗнчӗ-мерчен пек.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Куҫӗ умӗнче пӗчӗк кӑвак юхан шыв шарласа таҫта васкать, унӑн йӗпе хӑйӑрӗнче ылтӑн тап-тасан йӑлтӑртатса тӗлӗрет; ҫак ылтӑн курӑк тунилле черчен, вӑл — таса-чыслӑ хӑват — этем аллисен чӗтревне тата вӗҫӗмсӗр антӑхакан мещенсен аскӑн-юйкӑн куҫӗсем еплерех тӗмсӗлнине хальлӗхе пӗлмест…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Ан васка, капла ан кай, — пӗлтерӗшлӗн евитлерӗ те вӑл стена еннелле ҫаврӑнчӗ; унта хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ, ылтӑн эрешсемпе тата Коранри сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе капӑрлатнӑ авалхи хӳтлӗх-питлӗх хушшинче Дамаск хурҫинчен тунӑ кукӑр ҫӗҫӗ ҫакӑнса тӑрать, ӑна ылтӑнпа харшаланӑ, вӑл ӗнчӗпе ҫиҫет, сенкер сӗмлӗ.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент вӗсене хыпалансах тӗпчеме пуҫларӗ, анчах тишкерни тӑрӑх пысӑкран та пысӑк ҫак мул куписем хӑш нацин пулнине пӗлме йывӑр: араб, перс, испан, португал, турккӑ тата инди укҫисен хушшинче французсемпе акӑлчансен ылтӑн укҫи те нумай; темле шырасан та IV Генрих сӑнӗллӗ ылтӑн кронӑран аслӑрах укҫа тупаймарӗ Гент, ҫавӑнпа та мула вун улттӑмӗш ӗмӗрте пытарнӑ тесе пӗтӗмлетрӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак самантра хӑлхасенче ҫинҫен янӑрама пикенчӗ, — вӑрӑм туна юррилле йӑлӑхтармӑш сасӑ, вара тинех уҫӑмлӑн ӑнкартӑм: ылтӑн ку! таса ылтӑн! — куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм юпи тӗлне пӑрахнӑскер.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӗрлӗ хӑмачӑн сулахайри ҫӳлти кӗтесӗнче ылтӑн тӗслӗ ҫурлапа мӑлатук, вӗсем ҫийӗн ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Галеранӑн ылтӑн ҫук, вара вӑл надзирателе ассигнацисем пачӗ, вӗсене Факрегед ылтӑнпа улӑштарать.У Галерана не было золота, и он дал надзирателю ассигнации, чтобы тот сам разменял их.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл — ылтӑн ӗҫ ӑсти, Сент-Ануа урамӗнче пурӑнать; ку ювелир патне мана пысӑках мар виҫӗ чул парсан тата урӑх параймасса пин хут тупа туса ӗнентерсен «Ылтӑн шнор» хӑна ҫурчӗн курпунлӑ пӗчӗк тарҫи тӗллесе ячӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӗсем ҫывӑрнӑ хушӑра хӗвел ту хушӑкӗн тепӗр енне куҫрӗ, чакӑл тӑвӑн чӑнкӑ пичӗ ҫине — ҫӳлех — вырнаҫнӑ ылтӑн муклашкине ҫутатрӗ; вӑл кварцран тухса тӑракан ылтӑн тымарсен тӗввине аса илтерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Авӑ, сӑмахран, виҫӗ… ҫук — тӑватӑ ылтӑн курка… пӗри авӑннӑ; унтан — пӗчӗк турилккесем… кӑкшӑм, ӑна ылтӑн ҫӗлен явакланӑ, ешчӗкӗ ҫинчи кӗлеткеллӗ пӗчӗк арча…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Ман умри диван тӗлӗнчи стена ҫине пӗтӗмпех фотографисем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ иккен, вӗсен хушшинче шурӑ лента чечекӗсемпе илемлетнӗ ылтӑн венок тӗксӗммӗн ҫуталса тӑрать, лента вӗҫне ылтӑн саспаллисемпе: «Нимӗнпе танлаштарма ҫук Джильдӑна», тесе пичетленӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Стена тӑрӑх, тен, унта-кунта ылтӑнпа сӑрласа эрешлентернӗ ҫинҫе ураллӑ тенкелсем лартса тухнӑ пулӗ; кӗтесре ылтӑн тӗслӗ читлӗхре симӗс попугай пулӗ — вӑл калаҫмасть пулин те, Брэм каланӑ тӑрӑх, калаҫма вӗренме пултарать.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн кусӗсене, унӑн ылтӑн пуҫне сӑнанӑ чух, чечеклӗ улӑхра тӗкӗлтурасем, ылтӑн хуртсем хаваслӑн сӗрлени илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.