Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйха (тĕпĕ: ыйхӑ) more information about the word form can be found here.
Ӗҫ ҫук пек, ыйха татса ҫӳретӗр, ача-пӑча вӑййи тупнӑ, — ҫӑварне тем пысӑкӑш карса анасларӗ те Кулюкка, ҫӑрана шӑлтӑртаттарса уҫса, кӗлете кӗчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем хӑйсем те сисмерӗҫ, тарӑн ыйха путрӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарӑн ыйха путрӗ темиҫе эрне канлӗ ҫывӑрса курман салтак.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ырӑ ҫынсем пур иккен, Иван, — терӗ те Макар, халсӑрланса ҫитнӗскер, тӳрех ыйха путрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӗрнӗ ҫатма пек пысӑкланнӑскер, анӑҫри вӑрман тӑррисене ылтӑн-кӗмӗл пӗлӗтсемпе эрешлесе, ҫӗрлехи ыйха путма хатӗрленет.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисене ыйхӑран вӑратса тӑна кӗрт-ме тӑрӑшнӑ пек, пӗрин патӗнчен теприн патне пырса силлерӗ, вӗсем йывӑр ыйха путнине ӗненсен, коридора тухрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр часах лӑпкӑ ыйха путрӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗлимун типнӗ кӑткӑ тӗмине ыталаса илнӗ те туртать кӑна ыйха.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парк тутлӑ ыйха путнӑ тейӗн.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ыйха ҫухатрӑм вӗт.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ чухӑн пролетариатпа интеллигенци ҫемйисем йышӑннӑ ҫак ҫуртсем, вӑхӑт иртнӗ май палӑрмаллах кивелнӗскерсем, шухӑшсӑр ыйха путнӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сисмесӗрех ыйха путрӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та шухӑшлас та килмерӗ, каллех ыйха путрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн уҫӑ сасси, Ванюш чӗрине пӑлхантарса, ыйха путакан ял ҫийӗн саланчӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хунар сӳнтернӗ самантра вара ҫӑлтӑр е чечек ыйха путаҫҫӗ тейӗн.

А когда он гасит фонарь — как будто звезда или цветок засыпают. Прекрасное занятие.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ялӗпех ыйха кайнӑ.

После обеда все селение обыкновенно засыпало.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халӗ вара эпӗ ыйха пачах ҫухатрӑм.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пурте ыйха путрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӗрӗссипе каласан, ҫӗрӗ вӑрӑм мар-ха, пӗр ҫавра ыйха тӑраниччен ҫывӑрса илмелӗх те ҫук.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed