Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗ (тĕпĕ: ывӑл) more information about the word form can be found here.
Сӑмах май каласан, унӑн ывӑлӗ Ленар Карама Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратурӑна 2021 ҫултанпа ертсе пырать.

Help to translate

Прокурора лайӑх канма суннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37301.html

Ку хӑюллӑ утӑма тума Алена Геннадьевнӑна ывӑлӗ хавхалантарнӑ иккен, вара хӑй те унран юлас темен.

Help to translate

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

976 ҫулта кунта Гезӑн ывӑлӗ Вайк ҫуралнӑ, тӗне кӗртнӗ чухне вӑл Иштван ята йышӑннӑ, историе вара вӑл Сӑваплӑ Иштван ятпа ҫырӑнса юлнӑ.

В 976 году здесь родился сын Гезы Вайк, принявший при крещении имя Иштван и вошедший в историю как Иштван Святой.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Жан Беттанье тата Мари Беллатт ывӑлӗ, Николя Альбер Беттанье 1851 ҫулта Мец хулинче ҫуралнӑ.

Сын Жана Беттанье и Мари Беллатт, Николя Альбер Беттанье родился в 1851 году в Меце.

Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5

Вӗсем — Иван Мучин, Митта Петӗрӗн суйласа илнӗ калавӗсем, Степан Лашманӑн «Кӑвак хуппи» кӗнеки, Куҫма Пайрашӑн «Юрату юрри», Аркадий Эсхелӗн «Ашшӗпе ывӑлӗ», Илпек Микулайӗн «Ҫӗнӗ ҫын» ятлӑ калав сборникӗсем, Леонид Агаковӑн «Епле тӳсетӗн-ха кулмасӑр», «Качака такисем» кӗнекисене кӗнӗ кулӑшла калавӗсем; вӗсем — Хветӗр Уярпа Уйӑп Мишшин очерк кӗнекисем.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Лай Тинъюй, Вашингтон университетӗнче биоинженери енӗпе тухтӑр степенне илнӗ.

Старший сын, Лай Тинъюй - получил докторскую степень по биоинженерии в Вашингтонском университете.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Унӑн амӑшӗ Нормандире ҫуралнӑ, ашшӗ — еврей йӑхӗнчен тухнӑ иммигрантсен ҫемьинчен (унӑн аслашшӗ Зелиг Борнштейн 1920-мӗш ҫулсенче Польшӑран Бельгине эмиграциленӗ те Антверпенре бриллиант сутакан усламҫӑ патӗнче ӗҫленӗ, анчах та Холокост вӑхӑтӗнче вилнӗ; 1925-мӗш ҫулта унӑн ывӑлӗ Жозеф Борншорнф Борншорншорнт ҫуралнӑ, каярахпа вӑл Элизабет ашшӗ пулса тӑнӑ — Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫинче Францие оккупациленӗ тапхӑрта вӑл Хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ, 1944 ҫулта ӑна Освенцим концлагере депортациленӗ, ӑна совет ҫарӗсем ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн 1945 ҫулта Францие таврӑннӑ, анчах та 1972 ҫулта хӑй ҫине алӑ хунӑ).

Её мать родом из Нормандии, отец — из семьи иммигрантов еврейского происхождения (её дед Зелиг Борнштейн в 1920-е годы эмигрировал из Польши в Бельгию и работал в Антверпене у торговца бриллиантами, но погиб во время Холокоста; в 1925 году у него родился сын Жозеф Борнштейн, который впоследствии стал отцом Элизабет — в период оккупации Франции во Вторую мировую войну он участвовал в Сопротивлении, в 1944 году был депортирован в концлагерь Освенцим, после освобождения его советскими войсками в 1945 году вернулся во Францию, но в 1972 году покончил жизнь самоубийством).

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Тӑватӑ ывӑлӗ Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ, иккӗшӗ — аслӑ лейтенантсем.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑйӗн ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.

Help to translate

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Кӗтерук кин ывӑлӗ патне хулана кайрӗ те, чӑх-чӗппе пӑхма мана хушса хӑварчӗ, ача евӗрех савӑнтӑм.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вара хутпа кӑранташ илчӗ те ывӑлӗ патне ҫыру ҫырма ларчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах, шалти пӳртри кӑмака ҫинче хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ, этем пулса ҫитейменскер, ҫӑматӑ ӑшӗнче выртнине астусан, чӗлӗмӗ ҫинчен манма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эс пӗлетӗн-им вӑл ҫынна, атте? — икӗ ывӑлӗ те тӗксӗм ҫутӑра ашшӗ ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Николай Дегтярев капитан темерӗн-и?! — ывӑлӗ каланине ӗненмерӗ вӑл.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чим-ха, пичче, астумастӑн-им пӗр капитан хӑйне пӗкӗлмесем тенине? — лӑпкӑн ыйтрӗ Ҫимунӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗкӗлме темен эс, атте, Тӑмпай тенӗ, — тӳрлетрӗ кӗҫӗн ывӑлӗ, Якку сержант.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӑвашсене-и? — шухӑша кайрӗ аслӑ ывӑлӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунпа икӗ ывӑлӗ, Хумкка мучипе Откан аппа ял вӗҫӗнчи пӑрахӑҫнӑ ҫурта часах чун кӗртрӗҫ: кӑмакара вут-ҫулӑм сиксе ташларӗ, хуранта лӑкӑртатса чей вӗрерӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлне чупса пырса ыталасси килнӗччӗ ашшӗн, анчах ҫар йӗркине пӑсма юраманнине лайӑх пӗлет Ҫимун, ывӑлӗ те вӑхӑт ҫитмесӗр ашшӗ патне ыткӑнас ҫук.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Питӗ килӗшӳллӗ, вырнаҫуллӑ сӑмахсем тупса, чӗрене витмелле калаҫрӗ Ҫимун ывӑлӗ, Краснов лейтенант.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed