Шырав
Шырав ĕçĕ:
шӗлтӗрех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Прахӑрӑн татах чышма хатӗр чӑмӑрӗ шӗлтӗрех кайрӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах та вӑл, вӑйран шӗлтӗрех сулӑннӑскер, халха питӗркӗҫне тытнипех хӑлӑп тимӗри ҫумне пуҫӗпе тирӗнчӗ те, хулпуҫҫийӗсене чӗтретсе, шӑлӗсене ҫыртса, эрлӗклӗн-тӑвӑнчӑклӑн макӑрса ячӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хам тӗлӗшрен пӗр пытармасӑрах ҫакна калатӑп: ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулман пирки эпӗ темӗн пекех ӳпкелешсе, шанӑҫа ҫухатнӑ ҫын пек шӗлтӗрех вӑйран кайрӑм.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сергее курсан, яланхи пекех, Ирина савӑнчӗ те, хӑрарӗ те, ӑна хирӗҫ тӑрса чупас тенӗччӗ, анчах ҫӗкленме пултараймарӗ, — чӗри ҫав тери хытӑ тапнипе шӗлтӗрех кайрӗ, вӑл ҫаплах, ҫара урисене тусем хушшинче пурӑнакан хӗр пек хутлатса, кавир ҫинче ларчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Страницăсем:
- 1