Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Анчах ҫӳп-ҫапа шӑпӑр шӑтӑкнелле ҫеҫ шӑлнӑ пек те пулма пултарать.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй нимӗн те тӑваймассине пӗлсе, вилӗм шӑтӑкнелле илсе каякансене пӗтӗмпех парӑнчӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Вӑл-ку тӑвас текен ӑна ак ҫапла…» — тесе вӑл тӗпел шӑтӑкнелле чалт сиксе ӳкрӗ те Илле хускалма ӗлкӗриччен ӑна катки-мӗнӗпех сывлӑша ҫӗклесе илчӗ.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫынсем хушшинче ларнӑ чух вӑл шӑпӑр шӑтӑкнелле тӗршӗннӗ те ниҫталла та пӑхман, анчах пуринчен ытларах курнӑ, нумайрах илтнӗ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хуса ҫитрӗ те Павел Филипповпа иккӗшне пусма шӑтӑкнелле чикелентерчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Урасмет Эрнепи аллисене ҫыхнӑ кантрана салтрӗ те шӑпӑр шӑтӑкнелле ывӑтрӗ, хӑй каллех Эрнепи ҫумне пырса ларчӗ.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ыттисем виле шӑтӑкнелле ишеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лорх алӑк ҫӑрин тӗттӗм шӑтӑкнелле тинкерчӗ, минтер айӗнчен револьверне пур-ҫук вӑйӗпе кӑларчӗ те маччаналла шаплаттарчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Ӳкнӗ шӑлӗсем вырӑнне кӑррипех суя шӑлсем ларттарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла тума хӑнӑхса кайнӑ: мӗн те пулин каласан, ҫӳлти тутине сӑмси патнелле ҫӗклет те, мӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ илтӗни-илтӗнми сасӑ кӑларса, ҫав тутине сӑмси шӑтӑкнелле туртса илнӗ пек тӑвать, ҫакнашкал тумассерен хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла каланӑн туйӑнать мана: «Ача-пӑча, ача-пӑча, сансӑрах пӗлетӗп: эсӗ ман пурлӑха йышӑнса юлас ҫын, пурлӑха йышӑнса юлас ҫын» т. ыт. те.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем пирусӗсене ӗмеҫҫӗ те тӗтӗмӗсене тӗтӗм шӑтӑкнелле вӗреҫҫӗ.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Виле шӑтӑкнелле хӑвах каясшӑн ҫунатӑн.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Тёма пӗшкӗнсе, пусӑ шӑтӑкнелле тинкерсе пӑхать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Шыв йӗкехӳри те, юрӑ сассинчен хӑраса, тымар кутӗнче ҫӑлт-ҫӑлт! турӗ те, ҫинҫе хӑмӑш туни сӗтӗрсе, хӑйӗн шӑтӑкнелле васкарӗ.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкаласа, ман урасем патне тӗтӗм тӗслӗ икӗ патвар кушак ҫури сиксе пычӗҫ те, тулхӑрса илсе, хӳме шӑтӑкнелле вӑркӑнчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эсир вилӗм шӑтӑкнелле каятӑр.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицерсем пурӑнакан ҫӗр пӳрт умне ҫитсен, Чубатыйпа Кошевой чарӑнса тӑчӗҫ те, Григорий, сулахай аллипе карттусне тытса, «тилӗ шӑтӑкнелле» пӗшкӗнсе кӗчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапӑҫура йывӑр килсен, пӗр-пӗр шӑши шӑтӑкнелле вӗлт! тутаратӑн та эс — ӗҫӗ те пӗтрӗ!Придется тебе туго в бою, ты в любую мышиную нору юркнешь — и был таков!
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1