Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтнӑ (тĕпĕ: шӑт) more information about the word form can be found here.
Саппунӗпе кӗпи аркисем ҫуннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑннӑ Хрестук вӗсем чупса пынӑ тӗле тивсе илме пуҫланӑ пушара пуҫламӑшӗнчех сӳнтерсе, ҫунса шӑтнӑ мунча тӑррине хӑпарса тӑчӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акмасӑрах шӑтнӑ пулмалла вӑл тӗмӗсем, ҫавӑнпа ытла йышлӑ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Витрӳ шӑтнӑ пулӗ-ха, катку шултӑракаса кайнӑ пуль.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрхи калча шӑтнӑ сип-симӗс уйсем тем хушӑрах шап-шурӑ ҫи виттипе витӗнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Пӗчӗкҫеҫ кӑна-ха вӗсем, ҫунаттисем ӳсмен, тӗк вырӑнне шурӑ хӑвӑл пӗрчӗсем шӑтнӑ ҫеҫ.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

— Акӑ мӗнле майпа хӑйсемех вӗҫсе килсе шӑтнӑ иккен ку вӗренесем, — тинех тавҫӑрса илчӗҫ Эрхиппе Микиш.

Help to translate

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Никам та лартман, вӑррисем хӑйсемех вӗҫсе килсе шӑтнӑ, — терӗ Степан Лукич.

Help to translate

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Тырри аван шӑтнӑ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унӑн сылтӑм куҫӗ те шӑтса юхнӑ ӗнтӗ, пуҫӗ те темиҫе ҫӗртен шӑтнӑ.

Его правый глаз вытек, голова пробита в нескольких местах.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ешӗрсе Ларать уйра кар шӑтнӑ тырӑ, Ҫаран ҫинче те ҫӗкленсе Ӳсет ҫӗн курӑк — йӑвӑ, ырӑ.

Help to translate

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лешӗ ӗнтӗ кок-сагыз ҫинчен калаҫма чарӑннӑ, вир пирки ӳпкелешет — вӑл та вӑйлӑ пулман, шӑтасса та начар шӑтнӑ, пуҫӗсем те вӗтӗ тухнӑ, вутпуҫҫи те ернӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ытла йӑвӑ шӑтнӑ курӑнать, сайралатма тытӑннӑ, — терӗ вӑл, пӗр калчине хӑй аллине илсе.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Артем Федоров шӑтнӑ пӑрӑхсене сварка мелӗпе сапланӑ.

Help to translate

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

— Халех операци тумалла — сапламалла шӑтнӑ вырӑна!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Диафрагма айне газ тулнӑ — эппин, хырӑмлӑхӗ шӑтнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Суккӑр пыршӑ шӑтнӑ пуль унӑн, ҫавӑнпа пӳрленсе перитонит пулса кайнӑ та!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑтнӑ калча вӗтӗнсе пырать теҫҫӗ, — сӑмаха хутшӑнчӗ Данилов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл, шӑтнӑ пичке ҫул тӑршшӗпе таса мар шыв тӑкса пынӑ евӗр, мӗн киле ҫитиччен ылхан сӑмахӗсем мӑкӑртатса пычӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак вӑхӑтра сарӑ хӑмӑллӑ уй-хирпе тин шӑтнӑ ешӗл калча пек курӑнакан ҫаран ҫине ҫу каҫиччен пӗр канма-ҫӑр тӑрӑшнӑ ӗҫченсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed