Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпӑртатса (тĕпĕ: шӑпӑртат) more information about the word form can be found here.
Ҫаралнӑ ҫулҫӑсем шӑпӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ, Элекҫейӗн ҫак сӑмахӗсем тӗрӗс пек туйӑннипе, Анук куҫҫулӗ шӑпӑртатса анасран аран тӳссе ларчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑлӗ йӑшнипе икӗ куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Атапая тата ачаранпах кунта ӳснӗ мӑнукне — Пикпулатпа Нухрат ывӑлне Илтимӗре — курсан куҫран кӑштах куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анмарӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупата туршӑн, куҫҫулӗ мӗнле шӑпӑртатса юхмасть-ши вырӑс патшин!

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Иштерек килӗнче вӑрҫа каякансене пурӑнан пурнӑҫра пӗрремӗш хут ытлашши татӑлса йӗмесӗр, хӑй тӗллӗнех шӑпӑртатса анакан куҫҫульне ҫынна кӑтартмасӑр ӑсатрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пит тӑрӑх шӑпӑртатса тар юхать.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Тӳпе тӳрех кутӑнлашмарӗ, куҫҫулӗсем те шӑпӑртатса тӑкӑнмарӗҫ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫумӑр ҫусан витене чей тӗслӗ шыв шӑпӑртатса анатчӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Фашистсемпе хаяр ҫапӑҫу пырать-и, ӑҫтан та пулсан пӗр-пӗр ухмах пуля шӑйӑрса кайнипе вӗри юн шӑпӑртатса анать-и, эпӗ пурпӗрех ялан санпа пӗрле…»

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӑй те сисмерӗ — унӑн тулли питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Шурӑ кӗпи умне куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.

Из глаз ее скатывались крупные слезы и бежали с лица на белое платье.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хупнӑ икӗ куҫӗнчен шӑпӑртатса куҫҫуль юхса анчӗ.

Из-под смеженных век струйками катились слезы.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн куҫ лупашкине тулнӑ куҫҫулӗ сӑмса урлӑ каҫса, вырӑн хӗрринчен усӑнса тӑракан ҫивӗт туни тӑрӑх шӑрҫа пек шӑпӑртатса анса урайне тумлать…

Девушка лежала, откинув голову немного набок, глаза ее были устремлены прямо на него, из глаз по щекам еще стекали слезы, падали на плечо.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пичӗ тӑрӑх унӑн куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатса анаҫҫӗ.

А по лицу бегут непрошеные слезы.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урайне шыв шӑпӑртатса тӑкӑнать.

Через край кадки на пол выплеснулась вода.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Купӑс шӑплансан пӑхатӑп та — анне куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса анать.

Смолкла скрипка — у матери на глазах слезы.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫҫуль тумламӗсемпе хутӑш юн шӑпӑртатса анать.

Тот утирает слезы, смешанные с кровью.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed