Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпери ҫӑлтӑрсем кӑвак тинӗсри карапсем пек ишеҫҫӗ, ӑшӑ ҫилпе шӑпӑлтатса ларакан ҫулҫӑсем илемлӗ кӗвӗ кӑлараҫҫӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Каллех ватӑ хурӑн ҫулҫисемпе шӑпӑлтатса калаҫни илтӗнме пуҫланӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лена тӳпенелле пӗлӗтсем ҫинелле пӑхса, ҫил йывӑҫ ҫулҫисемпе шӑпӑлтатса вылянӑ чухне, ватӑ хурӑн мӗн ҫинчен калаҫать-ши? — тесе итлесе выртнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кӳлӗре пулӑсем шӑпӑлтатса выляма пуҫланӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ пӑрахутсен хура трубисем, чӑшӑлтатса, купи-купипе хӗлхем сирпӗтеҫҫӗ; хӗлхемӗсем тӗттӗмре сӳнеҫҫӗ; чуллӑ ҫырана хум шӑпӑлтатса ҫапать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Аялта шӑппӑн ҫырма шӑпӑлтатса юхса выртать, — ку ту ҫинчен юхса анакан ҫӗр-ҫӗр ятсӑр ҫырмасенчен пӗри.Внизу протекала тихо журча речка, — одна из сотен безымянных речек, стекающих с этой горы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем мотоциклетсен кӳмисене персе пӑрахнӑ кайӑк-кӗшӗкпе тултарнӑ та, пӗрне пӗри куҫ хӗссе те шӑпӑлтатса кулса, яла мӗнле пырса кӗнӗ, ҫаплах тухса кайнӑ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Кӳлле вӗсем пит шӑппӑн шӑпӑлтатса кӗреҫҫӗ те, унӑн шӑплӑхӗнче пӗр йӗр хӑвармасӑр ирӗлсе пӗтеҫҫӗ.Они стекались в озеро с тихим журчанием и бесследно растворялись в его тишине.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Усӑнса тӑракан ҫулҫӑсем тем ҫинчен хуйхӑллӑн та ачашлӑн юрланӑ евӗр шӑпӑлтатса чӗтренсе тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кимӗ ҫумӗнче шыв шӑпӑлтатса хумханчӗ те, икӗ аршӑн тӑршшӗ сазан, пӑхӑртан шӑратса янӑ евӗрлӗскер, кукӑртса хунӑ хӳрипе шыва икӗ пая ҫапса уйӑрса, ҫӳлелле сикрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫхи ҫил вӑшӑрхаса иртсенех техӗмлӗн ыйхӑланӑ ҫулҫӑ шӑпӑлтатса илет.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫул хӗррипе ӳсекен тӗмсемпе мӑйӑр йывӑҫҫи ҫулҫисем те шӑпӑлтатса тӗлӗреҫҫӗ, вӗсен палӑри-палӑрми мӗлкисем ытти япала мӗлкисемпе шӑранса хутшӑнаҫҫӗ; каҫхи шӑплӑхра аякри тусем ҫинчи кӗрленкӗ шавлани кӑна темле пӗлӗтрен илтӗнен юрӑ пек янӑраса тӑрать.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1