Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Халь, Психейӑпа Эндимион, шӑмӑлла выляса илӗр, кунта пуҫтарӑннӑ ырӑ кӑмӑллӑ чаплӑ ҫынсене сирӗнтен хӑшӗ ҫыпӑҫуллӑрах та телейлӗрех пулнине кӑтартса парӑр.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кунта пырса кӗрекенсене шыв кӑларса пӑрахнӑ шӑршлӑ устрицӑсемпе пулӑсем тата тӑварлӑ какай ҫитерекен кухньӑсем пур; шӑмӑлла вылямалли вӑрттӑн ҫуртсем, китаецсен кӗпе-йӗм ҫумалли кӗтессем, матроссем валли тунӑ шанчӑксӑр номерсем, вӗсемпе пӗрлех тата, йӗрӳ-йӑнӑшу, чухӑнлӑх, выҫлӑх тӑракан тата темле усал ӗҫ те пулса иртекен притонсем пур.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав япала мӑн асламӑшне аса илтерет: ҫавӑн пекех путса кӗнӗ ҫӑвар, шӑмӑлла янах, малалла тухса тӑраканскер.Оно напоминало прабабушку: такой же запавший рот и костлявый подбородок, торчащий вверх.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл шӑмӑлла вылятчӗ, Шура килсе кӗнӗ чухне выляса илнӗччӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Картла е шӑмӑлла вылянисем час-часах ҫӗҫӗ вӑййисемпе вӗҫленнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ пырсан вара мана ыталатчӗ, эпӗ кӗскен кӑна юлашки ҫӗнӗ хыпарсене каласа параттӑм, ӗнер тата кама-кама персе вӗлерни ҫинчен пӗлтереттӗм, унтан вара типӗтнӗ пахча-ҫимӗҫсенчен пӗҫернӗ йӗрӗнмелле апата юратсах ҫисе яраттӑмӑр та хаваслӑ юрӑ пуҫлаттӑмӑр, е ҫав тери хӗрӳленсе, ӑнтан тухса кайичченех шӑмӑлла выляттӑмӑр.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
- 1