Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ, шӑлсӑр ҫӑварне ейсе, виртлесе кулакан пит, Фомара пӑшӑрхануллӑ шиклӗх хускатса, унӑн пӗчченлӗх ӑнланӑвне пушшех те вӑйлӑлатнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачана ҫеклӗ сӑмсаллӑ, сарлака ҫӑварлӑ, шӑлсӑр карчӑк кӗтсе илнӗ.Там встретила его смешная старуха с длинным крючковатым носом и большим ртом без зубов.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мунчавӑр, шӑлсӑр ҫӑварне кӑтартса, кулса янӑ, унтан ачана пӗр алӑ ҫинчен теприн ҫине каллӗ-маллӗ вӑлткаласа: — Арӑму патне кай ӗнтӗ… — тенӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукша марсиан унпа хушуллӑн пуплерӗ те — вара мӑнтӑркка хӑранипе халь-халь ларасла, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, шӑлсӑр ҫӑварӗнчи сарӑ пӗр шӑлне кӑтартса — хӑнасене пӳрте ертсе кӗчӗ.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Недошлепкин — халь ӗнтӗ ватӑлса, кукшаланса, шӑлсӑр тӑрса юлнӑскер, хӳтӗлерӗ ӑна, кӳрентерме памарӗ.Недошлепкин — уже постаревший, облысевший, уже беззубый — защитил, не дал в обиду.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
— Пе-ер! — кӑшкӑрчӗ те Йевта, шӑлсӑр шӑлтунисене ҫыртрӗ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл халь никама та: шӑлсӑр асаттене те, пӗчӗк ҫивӗтлӗ хӗрачана та, юрласа пыракан ҫамрӑка та, пилӗкӗ ҫумне пуртӑ хӗстернӗ чӗмсӗр ҫынна — вӑрман касакана та ахаль ирттерсе ярас ҫук.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ӗҫӗр, тетӗп, улпут ӗҫӗ, — шӑлсӑр тутисене сиктерсе, каларӗ вӑл тепӗр хут, «Ҫук, вӑл мана ӑнланмарӗ иккен», — шухӑшласа илтем эпӗ, вара киле ҫитичченех унпа тек калаҫмарӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗр ытарайми чипер Марье мана, шӑлсӑр старике, Мазепӑна юратнӑ пек юратса пӑрахасси, манӑн катӑк ӑслӑ ывӑлӑм пӗр-пӗр пулма пултармасла ӑнӑҫӑва пула сасартӑк министра тухасси, е кӗтмен ҫӗртен манӑн темиҫе миллион укҫа пуласси ҫинчен ӗмӗтленетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫурма ӳсӗр шӑлсӑр Йевта ӑна ҫине тӑрсах туртма сӗнчӗ, хӑй вара сарӑхнӑ мӑйӑхӗ айӗн темскер пӑшӑлтатрӗ.Беззубый Евта навязчиво угощал его табаком и, захмелев, шептал что-то в желтую щетку своих усов.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унтан чаршав хупӑнчӗ, сцена ҫине шӑлсӑр ҫӑварлӑ фанер пуҫа хӑвӑрт вырнаҫтарса лартрӗҫ, Игорь Грачёв ун хыҫне пытанчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вӑл хӑйӗн шӑлсӑр ҫӑварне карчӗ те тӗлӗнмелле вӑйсӑр та йӑлӑхтаракан сасӑпа хӑйне шеллеттермелле кӑшкӑра пуҫларӗ — ывӑнма та пӗлмест.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Эпӗ чышкӑпах сана пӗр шӑлсӑр хӑваратӑп! — кӑшкӑрса ячӗ Кӑмпа.— Я одними кулаками оставлю тебя без зубов! — закричал Гриб.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Пӑхса тӑтӑм-тӑтӑм та картишӗмрен, мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха кӑсем тетӗп, эсӗр ак мӗн тӑватӑр иккен, — шӑхӑрса тухнӑ пек илтӗнет шӑлсӑр старикӗн васкамасӑр каланӑ сӑмахӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сӑвакан ӗни ватӑччӗ вӗсен, шӑлсӑр та юлнӑччӗ.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Каронадисем ӗлӗкхи евӗрлисем, вӗсен лафечӗсене шӑлсӑр кустӑрмасем ҫине мар, бронзӑран шӑратса хывнӑ шӑллӑ кустӑрмасем ҫине вырнаҫтарнӑ.Каронады были на лафетах с бронзовыми колесами старинного образца — со спицами.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Учительница пулас… — терӗ ӑна тир ҫӗлӗкпе сӑран атӑ тӑхӑннӑ пӗр шӑлсӑр старик, хӑйпе юнашар тӑраканскер.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн ашшӗ, йӗрӗнчӗк старик, шӑлсӑр аскӑнҫӑ, хӑҫан та пулин ҫывӑх пулнӑ-и уншӑн?Разве был ей близким когда-либо этот отвратительный старик, беззубый развратник.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Халь ӗнтӗ каллех шӑлсӑр.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Марья Николаевна ҫак юлашки сӑмахне каласа та пӗтереймерӗ, тул енчи алӑк чӑнах та ҫурри уҫӑлчӗ те ложӑна хӗрлӗ, ҫуллӑрах та тарлӑ, ҫамрӑк, анчах шӑлсӑр тӑрса юлнӑ, тӳрӗ те вӑрӑм ҫӳҫлӗ, усӑнса аннӑ сӑмсаллӑ, ҫара ҫерҫинии пек пысӑк хӑлхаллӑ, пӗлме юратакан, айван куҫлӑ, ылтӑн куҫлӑхӗ ҫине пенсне тӑхӑнтарнӑ пуҫ хӗсӗнсе кӗчӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.