Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата эсир, господа, хӑҫан та пулин шӑлан ҫырли ярса тунӑ груша квасне е иҫӗм ҫырлипе слива ярса тунӑ ханша ӗҫсе курнӑ-и?Пили ли вы когда-либо, господа, грушевый квас с терновыми ягодами или варенуху с изюмом и сливами?
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗрлӗ-хӑмӑр тӗслӗ ҫурҫӗр кайӑкӗсем шӑлан тӗми ҫинче шӑннӑ ҫырласене васкавлӑн пуҫтараҫҫӗ.Стая хохлатых северных красавцев свиристелей жадно ощипывала с кустов шиповника мерзлые ягоды.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Акӑ уй варринче, хӗлшӗн ытти вырӑнтисенчен ирӗкрех ҫӗрте, пасарнӑ шӑлан тӗми ларать.Вот среди поля, где особенно вольготно зиме, стоит одинокий заиндевелый куст шиповника.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗр ҫӗрте вӑл шӑлан тӗми айнелле ыткӑнса пӑхрӗ, — ӑна темскер ҫутатса илсе сывлӑшалла вӑркӑнтарчӗ.В одном месте он бросился было под куст шиповника, — его ослепило и рвануло в воздух.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Айлӑмсенче тӗттӗм часах сирӗлеймест, анчах халь унта та ҫутӑ йӗри-таврари сӑрт тӳписемпе айккисенче ӗнтӗ инҫетренех кӗрхи калча уйӗсем, пӑрахса хӑварнӑ тырӑ ҫӗмелӗсем тата пӗчченшер шӑлан тӗмисемпе акаци тӗмисем курӑнса лараҫҫӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тата пӗртак выртсан, Матвей Юргин каллех курӑка тата шӑлан турачӗсене кӑштӑртаттарса илчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӑма пуҫларӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тепӗр секундран вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ: танк хӑйӗн сылтӑм енчи гусениципе окопалла анса кайса, шӑлан тӗми ҫумне чалӑшшӑн пырса тӑрӑннӑ та, турткаланать, моторӗпе хӑртлатать, шӑршласа ҫул пӗлме тӑрӑшнӑ пек, башнине, туппин кӗпҫине пӑркалать, анчах хӑй вырӑнтан тапранаймасть.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Тӑхта, атя-ха ҫавӑнталла! — терӗ те сасартӑк Яхно, шинель аркисене сиркелесе, хӑвӑрттӑн лупашкаран сӑрт ҫинелле улӑхрӗ те пӗр пӗччен ларакан шӑлан тӗми патнелле утрӗ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сехӗрленсе ӳкнӗ Марийкӑшӑн пӑшӑрханнӑ Рада сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек пӑхса тӑчӗ, хӗрача ҫав хушӑра шӑлан тӗмӗ леш енче буйвол кӗтӳне кӗтекен ачана курчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗрача урнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ те шӑлан тӗмӗ патнелле чупма тытӑнчӗ.Девочка отчаянно взвизгнула и пустилась бежать по лужайке к розовым кустам.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр каялла ҫаврӑнчӗ те пахча хушшисемпе шӑлан тӗмӗсем урлӑ чупрӗ, хӑй шухӑшӗпе вӑл хулан хӗвеланӑҫӗнчи урамӗпе кӗресшӗнччӗ.
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем йӗсӗм ҫырлипе шӑлан плантацийӗ витӗр малалла сӗкӗнсех кӗреҫҫӗ, окопсем патнелле ҫывхарнӑ май е пытана-пытана тӑраҫҫӗ, е тата, хӑйсен енне пенине курсан, ҫӗрелле выртаҫҫӗ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Аманнисене ҫывӑхри шӑлан тӗмӗсем патне ҫӗклесе кайса вырттарчӗҫ те унтан вӗсем ушкӑнӗпех каялла чакма тытӑнчӗҫ.Раненых отнесли к оградам ближайших розовых насаждений, и вся толпа стала спешно отступать.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл ял хӗрринчи шӑлан пахчипе иртсе пынӑ чух ӑна хӗҫ-пӑшаллӑ тӗрӗксем чарса тӑчӗҫ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сывлӑш шӑлан шӑршипе тулнӑ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Клисурӑна ытти енчен те сӑрт-ту хупӑрласа тӑрать; вӑл хӑй валли тарӑн та ешӗл йӑлӑмра йӑва ҫавӑрнӑ, кунта улмуҫҫи пахчисемпе шӑлан тӗмӗсем нумай, пур енчен те сим ҫӑвать.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енче те ҫӳллӗ сӑртсем пур, анчах вӗсем тикӗс мар, кӑпӑшка тӑпра унта шӑва-шӑва анать, тӗллӗн-паллӑн йӗсӗм ҫырли те шӑлан плантацийӗсем пур, тӗллӗн-паллӑн вара сухаласа ӗҫе кӗртмен вырӑн та пур.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл хӑйне тӗл пулакан ҫынсене хавасланса сывлӑх сунчӗ; Павлаки Недеевпа шӑлан мӗнле лартса ӳстернӗ пирки те сӑмахларӗ, шӑлан ҫӑвӗ пӗлтӗр мӗн хака тӑнӑ та кӑҫал миҫе мӑскал юхтарса илме шутлать — ҫавӑн ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ; вак-тӗвек тавар лавккине кӗрсе черешня ҫырли туянчӗ, ҫапла ырӑ кӑмӑла кӗрсе килнелле таврӑнчӗ.
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лалка хул пуҫҫийӗ тӗлне сайра тӗл пулакан шурӑ шӑлан чечекӗ икӗ енне икшер хунӑ, ҫӳҫӗнчен те ҫавӑн пек шӑлан тирсе янӑ, Лалка ҫав чечексене хӑй лартса ӳстернӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑлан плантацийӗсем нихҫан апла пулман пек пит ӑнса ҫеҫкене ларчӗҫ.Розовые плантации расцвели так пышно, так чудесно, как никогда.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.