Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла вара Андрей, унччен ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳренӗскер, вилнӗ упӑшка вырӑнне йышӑннӑ арҫын тивӗҫӗпе усӑ курса, вахмистрӑн пуставран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗпе кӗпине тӑхӑнса ячӗ, кӗпи ҫаннисем хӑйне палӑрмаллах кӗске пулин те, ҫанӑсен эрешле вӗҫӗсем тӑвӑртарах пулин те, ҫав тумпа вӑл пӗр вӑтанмасӑрах Гремячий тӑрӑх шукӑлленсе ҫӳреме пуҫларӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, вараланчӑк шӑлаварӗпе куҫне шӑлса, пуҫне чӗркуҫҫийӗсем хушшине пытарса йӗрет.Он спрятал голову в колени и плакал, вытирая глаза о свои грязные тиковые штаны.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Стрелокпа радист темме хытӑ кулатчӗҫ, штурман вара, хӑйӗн шалпар шӑлаварӗпе ҫурҫӗр флочӗпех чапа тухнӑскер, шоферпа юнашар ларнӑччӗ те, чӗлӗм тӗтӗмне пикенсе вӗретчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санькка хывӑнать, шӑлаварӗпе кӗпине хывса хыҫлӑ пукан ҫине ҫакать, нускисене те тирпейлӗн пукан ҫине хурать, труҫҫи вӗҫҫӗн тӑрса юлать.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
- 1
- 2