Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Пӑтратса ҫӳрекен усаллине анчах шырать: ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ хаяр ангел ярӗҫ.11. Возмутитель ищет только зла; поэтому жестокий ангел будет послан против него.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аскӑн этем ӑслӑлӑх шырать те — тупаймасть; ӑнкаруллӑ ҫын вара ҫӑмӑллӑнах вӗренет.6. Распутный ищет мудрости, и не находит; а для разумного знание легко.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Усал ҫын тӳрӗ ҫынна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет, ӑна вӗлерме май шырать; 33. анчах Ҫӳлхуҫа ӑна ун аллине памӗ, сут тунӑ чухне ӑна айӑпа хӑварттармӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Этем сӗмлӗхе пӳлет, сӗм тӗттӗм ҫӗрте, вилӗм ӗмӗлки ҫумӗнче тӑрӑшса-тимлесе чул шырать.3. Человек полагает предел тьме и тщательно разыскивает камень во мраке и тени смертной.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Авессана тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине каланӑ: хамӑн ывӑлӑм, хамӑн вӑрлӑхӑмран ҫуралнӑскер, манӑн чуна шырать пулсассӑн, Вениаминсен ывӑлӗнчен мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ? ан тивӗр ӑна, хӑрттӑрах — ӑна Ҫӳлхуҫа хушнӑ; 12. тен, эпӗ мӑшкӑл тӳснине Ҫӳлхуҫа курӗ те халӗ ҫак ҫын ҫапла хӑртнӑшӑн мана ырӑлӑх ярса парӗ, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.