Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв тесен шыв та таса мар Сӗвере, мӗншӗн тесен вилнисене тӳрех шыва пӑрахаҫҫӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑраса ӳкнӗ, вӑтанса ҫӗр тӗпне анса кайнӑ салтак шыв шыраса пӗр ҫӗре пусрӗ, пӗр крана пӑрчӗ — ҫук шыв… те темскере туртсан, те тӗксен пулчӗ вӑл (Ваҫук темӗн те туса пӑхрӗ), урайӗнчи унитазран сасартӑк шыв персе тухрӗ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шыв ӑсма ансан Яриле нихҫан та вутӑшсене кунӑҫтарма манман, кӑсӑя пӗҫҫи пек ҫеҫ те пулин шыва ҫӑкӑр татки пӑрахнӑ, шывне ӑснӑ чухне те, пӗсмӗлле, ҫырлах тесе хӑварнӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Аяккарах лартас ку шыв витрисене: умра шыв пулсан, хуҫа тытса чарас ҫук ӑна, пырса та ӗҫӗ, — тесе шыв витрисене лупас айӗнчен илсе кайрӗ Хӗветӗр.Убрать воду-то, а то, щутоломный, набросится с дороги. А что делать, знамо, не годится…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫапла каларӗ те вӑл — миххинчен стакан кӑларчӗ, шыв илсе килме ыйтрӗ, стакана шыв тултарса Гент унта темиҫе тумлам лимон кислотипе сода чӗптӗмӗ ячӗ; шыв чашкӑрма пуҫларӗ, кӑпӑкланать.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тумтире тӑхӑннӑ чухне эпӗ ӑшӑх ҫыран хӗрринче ешӗрсе ларакан йывӑҫ тӗмӗнчен хӑраса тепӗр еннелле пӑрӑнарах тӑтӑм, те шывӗ хытӑрах пырса ҫапнипе, те эпӗ хамах йывӑҫ тӗмне сирсе пӑхнипе ҫын вилли вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑл шыв ҫинелле тухсанах, шыв юххипе ҫавӑрӑнса ҫыран хӗрринелле ҫывхара пуҫлӑрӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шыва шаларах кӗрсе тӑрса тимлӗрех тишкерчӗ, юхан шывран хӑй те ӗҫнине умне кӑларса тӑратрӗ; тӗрлӗ йышши ҫапкаланчӑк пӗтӗмӗшле вӑрттӑнни патне туртӑнни, пӑшалӗпе синкерлӗ усӑ курни, тӗттӗм-ӑмӑр юхан шыв — сунарҫӑ кӑмӑлне ҫаксем пурте самаях пусӑрӑнтарчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Шыв ялти ҫатан карта ҫийӗнчи сывлӑш пек янкӑр, тӑрӑ, эпӗ юхан шыв тӗпне куратӑп, хӑйӑрӑн таса сийӗсем, хурарах юшкӑнпа ҫурри таран хупланнӑ пӗренесем, хӑма татӑкӗсем; вӗсен ҫийӗн ҫуначӗсене ерипен хуската-хуската пулӑсем тӑраҫҫӗ: шултрисем, вӗттисем, вӗсен айӗнче, аялта, шыв курӑкӗ сип-симӗс — кайӑксем вӗҫе-вӗҫе анакан улӑх-ҫаран тӗмӗсем евӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ҫумӑр чарӑнми тенӗ пек шӑпӑртатать, юхан шыва ҫил хумхатать, унӑн юхӑмӗ шыв хушӑннипе вӑйланчӗ, ҫавӑнпа та Мард виҫӗ кун ҫывӑраймарӗ, сулла юхан шыв варрипе тытса пымашкӑн рульпе пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлет.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Капитан хӑй шӳтленине, хӗр ачана слон кӑтартма шухӑшланине йӑвашшӑн калама хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — ҫыран хӗрринчи шыва сасартӑк тӳлек ҫил хускатса ячӗ те — яхта юхан шыв варринелле сӑмсипе ҫаврӑнса ларчӗ, унтан ҫырантан хӑвӑрттӑн уйрӑлса чӑн-чӑн карап пек пӗр тикӗссӗн шыва май ишсе кайрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗр ача юхӑма май вӑрмана, кӗпер хыҫнелле пӑрӑнса кӗчӗ, илемӗпе илӗртекен карапа ҫыран хӗрринченех асӑрхануллӑн шыва антарчӗ; парӑс ҫавӑнтах тӑп-тӑрӑ шыв ҫине йӑмӑх хӗрлӗ сӑн ӳкерсе ҫиҫме пуҫларӗ; пурҫӑн витӗр ҫутӑ ҫапрӗ, шыв тӗпӗнчен шурӑ чулсем ҫине шупка хӗрлӗ тӗспе чӗтрекен пайӑркасем ӳкрӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Валашка тӗпне шыв нумайччен тӑрса пӑсӑлса каясран, шывне юхтарса кӑларма кран лартрӗҫ; икӗ тарҫӑ унта ҫур сехет хушшинчех шыв ҫӑмӑллӑнах каллех тултарма пултаратчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир ҫул ҫинче Нил шывӗнчен е Ганг шывӗнчен темиҫе хут анлӑрах та тарӑнтарах пилӗк-ултӑ шыв урлӑ каҫрӑмӑр.Мы переправились через пять или шесть рек, в несколько раз шире и глубже Нила или Ганга.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫаранлӑ ҫыран ҫумӗнче пӗчӗк ҫутӑ шӑвать, унтан шыв ҫине ҫинҫешке хӗрлӗ пайӑрка тӑсӑлать, — унта пулӑҫӑ пулӑ тытать, анчах ун ҫине пӑхсан — пайӑрка тӑсӑлать, шыв ҫине пӗлӗтрен пӗр тӑлӑх ҫӑлтӑр анса, шыв ҫийӗпе вутлӑ чечек пек ярӑнса ҫӳрет тесе шухӑшлама пулать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кунта, сӑмахран, шыв юхса выртать, ҫӑл шывӗ: таса шыв; ну, тӑраниччен ӗҫетӗн те — ӑна та асӑрхатӑн.Вода тут бежит, например, ключевая, родник, святая вода; ну, напьешься — заметишь тоже.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Владимира эпир кимме кӗнӗ шыва тӑкса пыма хушнӑччӗ, шывне тӑкмашкӑн манӑн типтерлӗ сунарҫӑ ҫӑварне карса ларакан пӗр хӗрарӑмӑнне шыв курки те илсе тухнӑччӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче 2021 ҫулта пуҫарулӑх бюджечӗн программипе 3 проект пурнӑҫлама палӑртнӑ: «Энӗшпуҫӗнчи Полевая урамра шыв валли тарасасем туса лартасси», «Энӗшпуҫӗнче шыв кӑларакан пӑрӑхсем вырнаҫтарасси», «Энӗшпуҫӗнче шыв тӑракан вырӑн туса хурасси».
Пуҫарулӑх бюджечӗ ялсене аталанма май парать // Э.МИХАЙЛОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2021.07.30, http://gazeta1931.ru/gazeta/7978-khal-khran-ta-numaj-kilet-29
Тарӑн вырӑнта шерте шыв тӗпне аран ҫеҫ ҫитет: ҫавӑнпа та салтаксем, шертӗсене шыва чиксе ямассеренех, чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӑрса, малалла, шыв патне ҫитичченех пӗшкӗнеҫҫӗ.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗчӗк шыв мар вӑл Днестр, нумай унта тӗрлӗ шыв юпписем, ҫӑра хӑмӑшлӑхсем, ӑшӑк вырӑнсем тата тарӑн тӗлсем, шыв куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, ун ҫийӗнче акӑшсен янӑравлӑ сасси хыттӑн илтӗнсе тӑрать, хир кӑвакалӗ хӑвӑрттӑн вӗҫсе иртет, хыт туналлӑ курӑксем хушшинче тата ҫыран хӗрринчи вырӑнсенче вӗтел-кайӑксем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ ӑсансем тата ытти тӗрлӗ кайӑксем нумай хӗвӗшеҫҫӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ыттисем пурте, шыври вӗтӗ пулӑсене шывпа сирпӗтсе, ҫыранпа сӑмсах хушшинчи пӗчӗкҫӗ шыв кукӑрне хӑваласа кӗртме хӑтланчӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.