Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӳкеҫсем ӑшӑ шывшӑн.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
59. Сире маларах каланӑ ырӑлӑх кӗтнӗ пекех, вӗсене те хатӗрлесе хуни кӗтет — шывшӑн антӑхӗҫ, асапланӗҫ.59. Как вас ожидает то, о чем сказано прежде, так и их - жажда и мучение, которые приготовлены.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, шывшӑн ҫунакансем, пушхирте, Мерра шывӗ хӗрринче, Манӑн ятӑма хурларӑр, 23. Турра хурларӑр пулин те, Эпӗ сирӗн ҫине вут-ҫулӑм ямарӑм, шыва йывӑҫ пӑрахрӑм та юханшыва пылак туса хутӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шывшӑн антӑхакансем! пурте шыв патне кайӑр; кӗмӗлсӗррисем, эсир те кайӑр, туянӑр та ҫийӗр; кайӑр, кӗмӗлсӗрех, тӳлемесӗрех эрехпе сӗт туянӑр.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсем ҫул-йӗр ҫывӑхӗнчех кӗтсе ҫӳрӗҫ, вӗсен кӗтӳлӗхӗсем мӗнпур сӑрт ҫинче сарӑлса выртӗҫ; 10. выҫӑпа тертленмӗҫ, шывшӑн антӑхмӗҫ, вӗсене шӑрӑх пусмӗ, хӗвел те ӗнтмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Хӗрхенекен ертсе ҫӳрӗ, вӗсене ҫӑлкуҫӗсем патне илсе ҫитерӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Фема ҫӗрӗнче пурӑнакансем! шывшӑн антӑхакансене хирӗҫ шыв илсе тухӑр; тарса килекенсене ҫӑкӑрпа кӗтсе илӗр: 15. вӗсем ӗнтӗ хӗҫрен, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫрен, туртса карӑнтарнӑ ухӑран, вӑрҫӑ хаярлӑхӗнчен тараҫҫӗ.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑншӑн Манӑн халӑхӑм кӗтмен ҫӗртен тыткӑна кайӗ, вара улпучӗсем выҫӑпа касӑхӗҫ, чухӑннисем шывшӑн антӑхӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пушхирте ҫын пурӑнман ҫӗрте аташса ҫӳренӗ, ҫын пурӑнакан хула енне каякан ҫула тупайман; 5. выҫлӑх тӳснӗ, шывшӑн антӑхнӑ, ӗнтӗ чунӗсем хавшаса ҫитнӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн ҫав тери шыв ӗҫесси килсе кайнӑ, вара вӑл Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн чуру аллипе аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳтӗн; халь ӗнтӗ эпӗ шывшӑн антӑхса вилӗп те ӳт кастарманнисен аллине лекӗп, тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль ывӑлӗсем ӑна каланӑ: эпир аслӑ ҫулпа кайӑпӑр, эпӗ тата манӑн выльӑх-чӗрлӗх санӑн шывна ӗҫес пулсассӑн, шывшӑн тӳлӗп; эпӗ утса ҫеҫ тухӑп, уншӑн нимӗн те пулас ҫук, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сивӗ шывшӑн, таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшушӑн 0,5-25 процент хӑпарӗ.
Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Округри 14 субъектран Чӑваш Енре сивӗ шывшӑн тата пурӑнмалли вырӑнтан хура шыва юхтарса кӑларнӑшӑн тӳлев чи пӗчӗкки, вӗри шыв тӳлевӗпе республика пӗчӗк хаклисен йышӗнче, электричество тӳлевӗпе — 3-мӗшӗнче, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтнӑшӑн хуракан хакпа — 4-мӗшӗнче.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
- 1
- 2