Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) more information about the word form can be found here.
30. Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни тӳперен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.

30. Крещение Иоанново с небес было, или от человеков? отвечайте Мне.

Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ каланӑ: мӗн ачаранпах; 22. усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вут-ҫулӑма та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ; мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан хӗрхенсемччӗ пире, пулӑшсамччӗ, тенӗ.

Он сказал: с детства; 22. и многократно дух бросал его и в огонь и в воду, чтобы погубить его; но, если что можешь, сжалься над нами и помоги нам.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсем ҫапла хуравланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем — Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата пророксенчен пӗри пулӗ теҫҫӗ, тенӗ.

28. Они отвечали: за Иоанна Крестителя; другие же - за Илию; а иные - за одного из пророков.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ те: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана, тенӗ.

25. И она тотчас пошла с поспешностью к царю и просила, говоря: хочу, чтобы ты дал мне теперь же на блюде голову Иоанна Крестителя.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт, тенӗ.

Та отвечала: головы Иоанна Крестителя.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иисус ҫинчен Ирод патша та илтнӗ — ӗнтӗ Унӑн ячӗ пур ҫӗре те сарӑлнӑ; пӗрисем: Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем тӑвать, тенӗ.

14. Царь Ирод, услышав об Иисусе [ибо имя Его стало гласно], говорил: это Иоанн Креститель воскрес из мертвых, и потому чудеса делаются им.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫав кунсенче Галилейӑри Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ, Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.

9. И было в те дни, пришел Иисус из Назарета Галилейского и крестился от Иоанна в Иордане.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ; вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан шывӗнче шыва кӗртнӗ.

5. И выходили к нему вся страна Иудейская и Иерусалимляне, и крестились от него все в реке Иордане, исповедуя грехи свои.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пушхирте вӑл ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентнӗ.

крестя в пустыне и проповедуя крещение покаяния для прощения грехов.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам; эсир Мана ҫавна каласассӑн, Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп; 25. Иоанн шыва кӗртни мӗнле пулнӑ: Турӑ ирӗкӗпе-и, этем ирӗкӗпе-и? тенӗ.

24. Иисус сказал им в ответ: спрошу и Я вас об одном; если о том скажете Мне, то и Я вам скажу, какою властью это делаю; 25. крещение Иоанново откуда было: с небес, или от человеков?

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ: 15. эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет; 16. эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ.

14. Когда они пришли к народу, то подошел к Нему человек и, преклоняя пред Ним колени, 15. сказал: Господи! помилуй сына моего; он в новолуния беснуется и тяжко страдает, ибо часто бросается в огонь и часто в воду, 16. я приводил его к ученикам Твоим, и они не могли исцелить его.

Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.

13. Тогда ученики поняли, что Он говорил им об Иоанне Крестителе.

Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӗсем каланӑ: пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ, тенӗ.

14. Они сказали: одни за Иоанна Крестителя, другие за Илию, а иные за Иеремию, или за одного из пророков.

Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ.

8. Она же, по наущению матери своей, сказала: дай мне здесь на блюде голову Иоанна Крестителя.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те 2. хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ.

1. В то время Ирод четвертовластник услышал молву об Иисусе 2. и сказал служащим при нем: это Иоанн Креститель; он воскрес из мертвых, и потому чудеса делаются им.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.

12. От дней же Иоанна Крестителя доныне Царство Небесное силою берется, и употребляющие усилие восхищают его.

Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.

11. Истинно говорю вам: из рожденных женами не восставал больший Иоанна Крестителя; но меньший в Царстве Небесном больше его.

Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртен тинӗсе сиксе шыва путса вилнӗ.

И вот, все стадо свиней бросилось с крутизны в море и погибло в воде.

Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ.

16. И, крестившись, Иисус тотчас вышел из воды, - и се, отверзлись Ему небеса, и увидел Иоанн Духа Божия, Который сходил, как голубь, и ниспускался на Него.

Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иоанн Ӑна чарасшӑн пулнӑ: Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и? тенӗ.

14. Иоанн же удерживал Его и говорил: мне надобно креститься от Тебя, и Ты ли приходишь ко мне?

Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed