Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкул the word is in our database.
шкул (тĕпĕ: шкул) more information about the word form can be found here.
Эпир тӗрлӗ плансемпе паллашрӑмӑр: шкул участокӗ планӗпе, шкул таврашӗн планӗпе тата топографи планӗпе.

Мы познакомились с различными планами: с планом школьного участка, окрестностей школы, с топографическим планом.

Географи картти мӗн вӑл? // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

4. Шкул патӗнчи тӑкӑрлӑк тата шоссе шкул участокӗнчен хӑш енчине пӗлӗр.

4. Определите, в каком направлении от школьного участка находятся переулок около школы, шоссе.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

5. Шкул участокӗн тата шкул ҫурчӗн тӑршшӗпе сарлакӑшне пӗлӗр.

5. Определите длину и ширину школьного участка, длину и ширину школьного здания.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шкул участокне самолет ҫинчен фотографипе ӳкерсе илнӗ ӳкерчӗк те, шкул участокне чертеж туса ӳкерни те — вӗсем плансем.

Фотографический снимок школьного участка, снятый прямо сверху с самолета, и чертеж школьного участка — это планы.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шкул ҫурчӗн — ҫийӗ тата шкул ҫурчӗ йышӑнса ларакан вырӑн ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

У школьного здания видны только крыша и место, которое оно занимает.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах шкул участокне пӗтӗмпех курма ҫук — ӑна шкул ҫурчӗпе ҫӳллӗ карта хупласа тӑраҫҫӗ.

Но весь участок видеть нельзя — его закрывают здание школы и высокая изгородь.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта педагогика ӗҫӗн тата шкул техперсоналӗн ветеранӗсем валли уяв мероприятийӗ иртнӗ.

29 сентября в Бижбулякской средней школе №2 прошло праздничное мероприятие для наших ветеранов педагогического труда и техперсонала.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3461957

Хӗр ача ӗмӗтленнӗ пекех сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ шкул формипе, илемлӗ бантсемпе тата кӗрен рюкзакпа шкула кайнӑ.

Help to translate

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Пиллӗкмӗш класран пуҫласа вӑтам шкул пӗтериччен – Тимешри вӑтам шкулта.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Шкултан вӗренсе тухсан, ӑна ФЗО шкул директорӗн заместителӗ туса хураҫҫӗ.

Help to translate

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Шкул музейӗн сыхлавҫипе Е.И. Андреевапа пӗрле ачасем 2-мӗш вӑтам шкул йӗркеленнӗ историе кӗрсе ӳкнӗ.

Вместе с хранительницей школьного музея Андреевой Е. И. ребята окунулись в историю создания школы номер два.

Тӗлӗнмелле вӑхӑт! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... -t-3434097

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти пӗрремӗш класра вӗренекенсем пуҫласа шкул историйӗ «пурӑнакан» паллӑ пӳлӗмре пулнӑ.

Сегодня первоклассники нашей школы впервые побывали в заветной комнате, где «живет» история нашей школы.

Тӗлӗнмелле вӑхӑт! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... -t-3434097

Михайловка ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсенчен асӑрхаттарас тӗллевпе Михайловкӑри вӑтам шкулта калаҫу ирттернӗ, шкул ачисене ҫул ҫинче тата урамра хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен тепӗр хут аса илтернӗ.

В целях предупреждения нарушений ПДД специалист по работе с молодежью провела беседу в МОБУ СОШ с. Михайловка, и ещё раз напомнила школьникам о правилах безопасного поведения на дороге и улице, вспомнили Федеральный закон Российской Федерации «О безопасности дорожного движения», что такое ответственность за нарушение правил дорожного движения, законы РФ.

Михайловкӑри вӑтам шкулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3423127

Шкул ачисене, учительсемпе ашшӗ-амӑшӗсене вӗсем сывлӑх, телей, пӗлӳ тата шкул программине вӗреннӗ чухне ҫитӗнӳсем суннӑ.

Школьникам, учителям и родителям они пожелали здоровья, счастья, радости познания и успехов при освоении школьной программы.

Пишпӳлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ar-3416923

Округра ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе кӑҫал 16 шкул, шкул ҫулне ҫитмен ачасен 4 учрежденийӗ, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждени ӗҫлӗ.

Help to translate

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур.

Help to translate

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Сӑнӳкерчӗксенче — сарлака хул-ҫурӑмлӑ ҫиччӗри шкул ачи Валерий, вӑл вӗреннӗ ял шкулӗ, ӑна чи малтан саспалли кӑтартнӑ Людмила Ивановна Славинская учительница…

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пуҫламӑш шкул пӗтерсен, Петӗр Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ.

Help to translate

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Дмитрий Захаров министр Янкӑлч салинче округ ертӳлӗхӗпе, шкул дирекципе тата подрядчикпа стройка ӗҫӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех шкулӑн профилӗ тата ӑна ҫӗнӗ йышши хатӗрсемпе тивӗҫтермелли ыйтусем тавра та калаҫу йӗркеленӗ.

Help to translate

Стройка ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%81%d1% ... 88%d0%bda/

Унӑн шкулти ӗҫ стажӗ 45 ҫул, 16 ҫул — Константин Иванов ячӗллӗ Пӑслӑкри вӑтам шкул директорӗ.

Help to translate

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed