Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни сӑмахне илтмессерен Обломов сӑнӗнче шикленни те, хӗрхенни те, хӑраса ӳкни те, ӳкӗнни те палӑрчӗ.Испуг, сострадание, ужас, раскаяние с каждым словом являлись на лице Обломова.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир шикленни, асӑрхаттарни, ытарлӑн калаҫни пирки эпӗ ҫакна кӑна калатӑп: паянхи тӗлпулуччен эпӗ сире юрататтӑм, хамӑн мӗн тумаллине те пӗлместӗм; халӗ пӗлетӗп, — кайма хатӗрленсе, иккӗленмесӗр каларӗ вӑл, — сирӗнпе канашласа та тӑмастӑп.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Виҫҫӗмӗшӗнчен, акӑ ҫакӑншӑн: ҫав ҫырура сирӗн ачашлӑх, асӑрханулӑх, маншӑн тӑрӑшни, ман телейшӗн шикленни, сирӗн таса кӑмӑл…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шанчӑк, аҫа-ҫиҫӗмрен уҫӑмсӑррӑн шикленни, аҫа-ҫиҫӗм кӗмсӗртетни, телей саманчӗсем — пурте илтӗнчӗҫ, анчах юрӑра мар, унӑн сассинче.Надежды, неясная боязнь гроз, самые грозы, порывы счастия — все звучало, не в песне, а в ее голосе.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн сӑнӗнче — те шикленни, те хуйхӑрни, те кӳренни курӑна-курӑна кайрӗҫ.На лице у него попеременно выступал не то страх, не то тоска и досада.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чунӗ пӑшӑрханни сӑнӗнче палӑрсан, куҫӗсем тӗтреленеҫҫӗ, ҫамки тирӗ пӗрӗнет, иккӗленсе шухӑшлани, кулянни, шикленни сисӗнет; анчах ҫав пӑшӑрханчӑк туйӑм сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗр уҫӑмлӑ ӗмӗт ҫуратать, е пӗр-пӗр ҫирӗп шут тытма хистет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, шикленни пӑртак лӑпланӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Савельич шикленни мана питех те йӑпантарчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хамӑн чи малтанхн шухӑш — атте ан ҫилентӗрччӗ, ирӗксӗр киле тавӑрӑнма тивнине вӑл — ку юри, хӑйӗн сӑмахне итлесшӗн мар пулса таврӑнчӗ, тесе каласран шикленни.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Куҫҫульне вӑл ытахальрен кӑна, — арӑм пуласран шикленни, малтанлӑха кӑмӑл пӑтранни кӑна, тейӗ.В этих слезах увидит он только обыкновенную боязливость и отвращение.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр ҫырӑвӗнче вӑл пӗчӗк Владимир сывлӑхӗ тӗлӗшӗпе хӑй шикленни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Владимир пӗчӗклех питӗ пултаруллӑ пулнипе хӑй савӑннине палӑртса, ывӑлӗн пулас пурнӑҫӗ питӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулассине шанса ҫырнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949