Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шеллесе (тĕпĕ: шелле) more information about the word form can be found here.
Ӑна, темшӗн шеллесе, хӳтлӗхе илес килет.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хирӗҫ килекенсем, Анатолий Ҫеменович тӗлне ҫитсен, чарӑнса тӑрсах ун ҫинелле пӑхаҫҫӗ, куҫҫулӗ юхтарса утакан ватӑ ҫынна шеллесе, пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ йытӑ ҫурине хӗрхенсе, хӑйсем тӗллӗн шӑппӑн калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Пӗтрӗ иккен мӗскӗнӗн пурнӑҫӗ, — пӗр хушӑ ун ҫине шеллесе пӑхса тӑчӗ Аннушкин.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тата — шеллесе.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӳлтен ӳкӗ те пӗр-пӗр япала, кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫна та шеллесе тӑмӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна шеллесе хам та йӗнӗ эпӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах кулмарӑмӑр, «атя ӗнтӗ каялла, саланчӗ ярмарка», терӗмӗр ҫеҫ шеллесе.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Вӗсене шеллесе ҫак таранччен упӑшкаран уйрӑлмасӑр пурӑнтӑм ӗнтӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никам никама та шеллесе тӑрас ҫук кунта.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсир нумай мар, кӑшт ҫеҫ тӗлӗрсе илӗр, — тӑван пиччӗш пек, чунтан шеллесе, ырӑпа курса, каларӗ вӗсене Ишмук.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑрӗ те ӑна шеллесе тӑмӗ, упи те тытса ҫурӗ.

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек чухне вут Укаслу майлин ҫуртне те, Савантер ҫуртне те шеллесе тӑмӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам шеллесе, пулӑшас тесе, ҫур сӑмах та пулин калатӑр!

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, Кӗлсултан кинемей хӑшпӗр чухне Укаслу патне хӑй те килкелесе тухать те, тӑлӑхскере шеллесе те илет.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврара сарӑ, сапӑр кӗр саркаланса хуҫаланатчӗ, тӑпӑртатса ташлатчӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне шеллесе, куҫҫульленкелесе те илетчӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ах, Ула Тимӗр, чунӑм, сана чун-чӗререн юратса, чунтан-вартан ырӑ сунса, хӑвна шеллесе калатӑп: ан васка пирӗн пата, вӗҫӗмсӗр асапа.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ ачисемпе йӗркеллӗ калаҫни те, вӗсене шеллесе, хура-шур йӗрлекелесе пӗтернӗ шуранка, ҫухӑнчӑк тырӑ пӗрчи пек ырханланнӑ пичӗ тӑрӑх вӗри куҫҫуль юхтарса, ыталаса макӑрни те пулкалать-ха, анчах унран ытларах сивӗ, хавшак ҫилӗ тапса тӑрать: ачисем ытлашши алхаскаласан, йӳнсӗрленсен е ӑнсӑртран вӑл-ку япалана, ӗҫе майсӑр тусан, ӳпки ҫеҫ мар, психикипе нервисем те пӑсӑлса, сулчӑланса пӗтнӗскер, вӗсене чӗрре кӗрсех ятлани те, купарчаран ҫатлаттаркалани те пулкалать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ, теҫҫӗ, ҫара ху ирӗкӳпе килнӗ, ҫавӑнпа та хӗрлисем сана шеллесе тӑмӗҫ, теҫҫӗ.

Потому что я доброволец и красные меня, мол, не пощадят.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ан васка, пухура ҫунтарӗҫ ак, пит ачашласа, шеллесе тӑмӗҫ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Анчах чахотка никама та шеллесе тӑмасть ҫав.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed