Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, чӑтаймасӑр, кӑшкӑртӑм пулас, хӑлхамсем ҫинче наушниксем пуррипе эпӗ хамӑн сасса илтме пултарайман, анчах ыйӑхласа пыракан хӗр шарт! сиксе вӑраннӑран, артиллерист ман ҫине чарр! пӑхса илнӗрен тата железнодорожник пӑхӑр куҫлӑхне сасартӑк ярса тытнӑран хам мӗнле сас тунине эпӗ хам чухларӑм.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саманчӗ-саманчӗпе эп тӗлӗрнӗ пек пулатӑп, унтан каллех шарт сиксе вӑранатӑп, ҫӳҫенсе илетӗп.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ вӑл сӗтел хӗрринче, телефонсем патӗнче хутланса ларать, икӗ чӗркуҫҫине икӗ аллипе ярса тытнӑ, шарт ҫыртнӑ шӑл витӗр йывӑррӑн сывлать, хӑш чух, ыратнине тӳсеймесӗр, авӑна-авӑна илсе йынӑшать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Таврӑнсан, куҫне хӗссе ик аллине шарт ҫапрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Егоровна сасартӑк ҫӳҫенсе кайрӗ, аллине шарт! ҫапса илчӗ.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ача, кӑштах каҫӑрӑлса, хӑйӗн хӗҫне йӗннине шарт кӑна чиксе хунӑ, сурнӑ та — сурчӑкне аттипе таптанӑ.Мальчик небрежно, со щегольским стуком кинул клинок в ножны, сплюнул и растёр сапогом.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Вӑт ухмах-тӑк ухмах, — пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ Соня.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
— Ара, кайса килсем эсӗ больницӑна, турӑҫӑм! — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ Соня.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Халь, шухӑшласан, ҫӳҫ-пуҫ шарт вирелле тӑрса каять.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Амӑшӗ шарт сикнипе чӗтреме тытӑнчӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Шарт тӗлӗнтерчӗҫ: купипе эрех-сӑра кӗленчи, юнлӑ вата, презерватив сапаланчӑкӗ, картон ещӗксем.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Хайхи Радиф Рифкатович словаре курчӗ те икӗ пӗҫҫине шарт ҫапрӗ.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Ача шарт сикет.
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
11. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗҫҫӳне шарт ҫап та урупа тапса ил, вара кала: Израиль килӗ туса тултарнӑ ирсӗр усал ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр! вӗсем хӗҫпе, выҫлӑхпа тата мур чирӗпе пӗтӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Канӑҫӗ сахал унӑн, ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, кӑнтӑрлахи пекех, сыхӑ ҫывӑрать: 7. вӑрҫӑ хирӗнчен тарса ӳкнӗ ҫын евӗр, хӑй шухӑшӗнчен хӑй шикленекенскер, тӗлӗк тӗлленнӗ чухне чи хӑрушӑ самантра шарт сиксе вӑранать те тӗлӗнсех каять: нимӗн хӑрушши те ҫук иккен.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сана инкек-синкек тӗл пулас пулсассӑн, тӑшману унта санран малтан ҫитсе тӑрӗ, 17. пулӑшанҫи туса, сана ура хурса такӑнтарӗ: 18. пӗҫҫине шарт ҫапса, санпала пуҫне сула-сула калаҫӗ, темтепӗр пӑшӑлтатӗ, ӗнтӗ сӑнран та улӑшӑнӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӗҫ ӑна тӗкӗннипех шарт хуҫӑлать, сӑнӑ та, ҫӗмрен те, тимӗр тум та ӑна тӳсеймест.18. Меч, коснувшийся его, не устоит, ни копье, ни дротик, ни латы.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.