Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрпе хӗвелӗн искусственнӑй спутникӗсем, тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли хӑватлӑ карапсем, атом вӑйӗпе ӗҫлекен электростанцисем, совет ҫыннисем космос карапӗсем ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ӑнӑҫлӑн вӗҫсе ҫаврӑнни — ҫаксем пурте коммунизмӑн иксӗлми вӑй-хӑватне кӑтартса параҫҫӗ, пӗтӗм этемлӗхӗн ҫута шанчӑкӗпе савӑнӑҫне палӑртаҫҫӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
— Пулать, аслӑ хан, пирӗн ханлӑх, пирӗн таса тӗн шанчӑкӗпе тӗрекӗ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ассоль алӑк уратинчен каҫнӑ чух ӳкме пӑрахсан Лонгрен хӗр ачашӑн мӗн кирлине ӳлӗм пӗтӗмпех хӑй тума шухӑшланине татӑклӑн пӗлтерчӗ, унтан вӗсене хӗрхенсе нумай тӑрӑшнӑшӑн тӑлӑх арӑма тав турӗ те — пӗтӗм шухӑш-ӗмӗтне, шанчӑкӗпе юратӑвне тата аса илӗвӗсене пӗчӗк чун ҫине куҫарчӗ, хусах арҫыннӑн пӗччен пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫларӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Регина кунта хӑй ытлашши пулнине туйрӗ, сӳннӗ шанчӑкӗпе пӳлӗмнелле утрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Мӗн чухлӗ куҫ, мӗн чухлӗ чӗре туртӑннӑ пӗтӗм тӗнчери ӗҫхалӑхӗн шанчӑкӗпе тӗрекӗ пулса тӑракан Совет Союзӗ еннелле!
Автортан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Этем хӑйӗн шанчӑкӗпе пурӑнать ӗнтӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн тӗрӗксен малтанхи шанчӑкӗпе пуҫтахлӑхӗ тата ытларах ӳсет, вара вӗсем пулӑшу пырасса кӗтмесӗр Клисурӑ пӑлхавҫисене хӑйсем тӗллӗн ҫӗмӗрсе тӑкма шутлаҫҫӗ.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1