Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ пырать ӗнтӗ, шанчӑка ҫухатмарӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кунта нимӗнле секрет та калаҫман эпир, анчах ҫакна ӑнлан: ҫӗнтерӳллӗ ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра кӑна хӑюлӑхне кӑтартакан чӑн-чӑн боец мар-ха вӑл, кам вӑхӑтлӑха ӗҫ ӑнман пирки каялла чакнӑ вӑхӑтсенче те тата инкек тӳснӗ вӑхӑтра та хӑйне хӑюллӑ тытать, кам пирӗн ӗҫ ӑнӑҫман чухне, тӑшман ҫитӗнӳсем тунӑ чухне аптраса ӳкмест, кам чи йывӑр самантра та сехӗрленсе ӳксе шанчӑка ҫухатмасть, ҫав чӑн-чӑн боец…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шанчӑка ҫухатса тетрадь ҫине эпӗ шӗшкӗ йывӑҫӗ айне — арҫын ачапа хӗрачана, йывӑҫ ҫине — 120 мӑйӑр ӳкерсе хутӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Серёжа пуҫне усрӗ те татах йӗрсе ячӗ, анчах хальхинче — шӑппӑн, шанчӑка ҫухатса йӗчӗ.Сережа опустил голову и снова заплакал, но уже тихо и безнадежно.
Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чи пысӑк шанчӑка пӗлтерекен сӑмах пек, ҫак асамлӑ хыпар ҫавӑнтах пӗтӗм фронта, штабсене, батарейӑсене вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те тылсене те ҫитсе ӳкрӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Актер ӑна хирӗҫ, пӗтӗм шанчӑка ҫухатнӑ пек, аллипе сулчӗ кӑна.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл вилесшӗн пулман-ха, шанчӑка ҫухатман.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Эпир ӗнтӗ вӗҫсе каяс шанчӑка та ҫухатрӑмӑр.
Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫав мӗнпур тискер ҫулсенче эпӗ шанчӑка ҫухатман пулсан, халӗ сана турӑ каялла тавӑрчӗ пулсан, епле-ха ман ҫав шанчӑка сирсе ярас?
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сӑмахпа мӗн пиеленсе ҫитейменни музыкӑра ыррӑн-ыррӑн тӗвӗленчӗ: ҫутӑ шанчӑка, ку таранччен ҫунатланнине тата ҫунатланассине те вирлӗн те сассӑр вӑркаттарса, чӗре анинче темскер тек тӗлкӗшрӗ те тӗлкӗшрӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сцена ҫине Ольга каярахпа тин, Валерий ӑна курас шанчӑка ҫухатсан тин тухнӑ.Ольга появилась на сцене после того, как он окончательно потерял надежду увидеть ее.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Ҫынсем пӗтӗм шанчӑка ҫухатнӑ пулсан, мӗн ӗҫӗ пултӑр унта! — терӗ Котляревский сассине хытарса.— Какая может быть работа, если люди в отчаянии! — повысил голос и Котляревский.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Софья Васильевна унтан мӗн тумалла ӗнтӗ тесе ыйтсан: — Шанчӑка ан ҫухатӑр. Кӗтес пулать, — тенӗ.На вопрос Софьи Васильевны, что делать, он ответил: — Не падайте духом. Нужно подождать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫурта пурӑнма ҫын ярсан, хӑйӗн ҫемйине шыраса тупас шанчӑка пачах ҫухатнӑ пек туйӑннӑ ӑна.Заселив дом, он как бы оставлял всякую надежду найти собственную семью.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӳренни те, шанчӑка ҫухатни те, хӑвна хӗрхенни те — пурте пур ӑшчикре.И обиды, и разочарования, и жалость к себе — все живет внутри.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паллах, Лесовик пит хӑюллӑ ҫын ӗнтӗ, анчах калаҫсан-калаҫсан, вӑл ман шанчӑка татрӗ.Лесовик был, безусловно, очен смел, но все же, разговаривая с ним, я несколько разочаровался.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах эпӗ хам пурнӑҫри чи япӑх вӑхӑтсенче те — патша каторгинче пурӑннӑ чухне те пуҫа усман, шанчӑка ҫухатман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑл шанчӑка ҫухатса, пӗрре Стумп ҫине, тепӗре Джеральд ҫине тата хӑй йӗри-тавра пӑха-пӑха илет, унтан хӑй кӗсьинчен курӑнса тӑракан револьвере пӑхса илет; вӑл ӑна кӑларса илме хӑтланать.
ХСVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Телейсӗр ҫын каллех пӗтӗм шанчӑка ҫухатса, хуйӑха ӳкрӗ.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кунта ӗнтӗ пӑртак ӗмӗтленни шанчӑка ҫухатса хуйӑха ӳкессипе кӗрешнӗ.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.