Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалтах the word is in our database.
шалтах (тĕпĕ: шалтах) more information about the word form can be found here.
Ак ӗнтӗ кӳлленчӗкӗн ум енче машина кустӑрмисем те курӑнчӗҫ, сасартӑк хӑй, машина, куҫӑм хӑвӑртлӑхне шалтах ҫухатса, пач чарӑнса ларчӗ, мӗкӗрчӗ, кисренчӗ, хыҫалти кустӑрмисем, бензин шӑршиллӗ хура тӗтӗмпе пӗрле кӗселеннӗ шӗвек лачрашкана, наркӑмӑшлӑ хура тӑхлана пулеметран тӑрӑлтаттарнӑ пек хыҫалалла пӗрӗхтерсе, паклаттарса «сурса», арҫури алхасуланса ҫавӑрттарнӑн пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалтах тӗлӗннӗ директора вӑл ҫилӗллӗн, никам кӗтмен ҫӗртен хӑйӗн шухӑшӗсене калама пуҫларӗ.

Неожиданно для всех он вдруг сердито высказал ошарашенному директору свое соображение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимӗрҫӗ ҫакна курсан шалтах тӗлӗнсе кайрӗ, анчах, йӗкӗтӗн хурлӑхлӑн пӑхакан куҫӗсене асӑрхасан, вӑл ӑна нимӗн те шарламарӗ.

Кузнец было удивился, но, встретившись с печальным взглядом юноши, ничего не сказал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫинче пухӑннӑ ҫынсенчен — директор, мастерсем — пурте ҫакна шалтах тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

Директор, мастера, ученики, собравшись вокруг, с изумлением наблюдали это зрелище.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑнта укҫа хунине шалтах манса кайнӑ вӗт ват супнӑ, такӑш тӗлте-ҫке кӑларса ҫул ҫине вӑркӑнтарса хӑварнӑ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Хӗрсем, мӗн пулса иртнине курсан, шалтах тӗлӗнчӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур шалтах ӗҫсе ячӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр шухӑш ӑна шалтах хӑратса пӑрахрӗ:

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ӑшшӑн чӗнни Ҫтаппана шалтах тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар шалтах тӗлӗнсе кайрӗ, пӗр хушӑ ним калама аптӑраса ларчӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара, эсӗ тӑвалла выльӑх-чӗрлӗх хӳтерсе кайнине куртӑм та шалтах тӗлӗнтӗм.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтмен-туман ҫӗртен таҫтан ҫил вӗҫтерсе килчӗ те, алӑк хӑйне хӑех хупӑнса ларчӗ — качака шалтах юлчӗ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петровичран шалтах тӗлӗннӗ хӑнасем шавлама пуҫларӗҫ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар шалтах аптӑраса тӑчӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку урхамаха пуҫласа куракансем шалтах тӗлӗнсе кайрӗҫ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эккей, тамаша, тӗнчере тем те пур иккен, — шалтах тӗлӗнчӗ хӗр.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн курнинчен тӗлӗнсе шалтах хытса тӑтӑмӑр эпир, Настаҫ кинемипе иксӗмӗр.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Эх, Хӗлимун, Хӗлимун… — терӗ халь шалтах кайса Палюк мучи те.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

— Ӗне?! — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Палюк мучипе Хӗлимун.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

— Профессор?.. — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Микишпа ун тусӗсем.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed