Шырав
Шырав ĕçĕ:
Прохора халь йӑплака пӑрпа витӗннӗ ҫӗр тӑрӑх утнӑ пек туйӑнчӗ; урисем шӑва-шӑва кайрӗҫ, таканламан лаша урисем асӑрханса пӑр ҫине пырса кӗнӗ чух чӗтренӗ пек вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтрерӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хырӑнманнипе кӑвак сӑн ҫапнӑ питҫӑмартийӗсем вӗттӗн туртӑнса чӗтрерӗҫ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аннӑн тутисем чӗтрерӗҫ пулин те, чӑтӑм ҫитерсе, шӑпланса тӑчӗ; ӑна чӗререн хӗрхеннипе ҫеҫ вӑл пурне те ҫирӗппӗн тӳссе ирттерме пултарчӗ.У Анны дрожали губы, но она сдерживалась, замолкала; потворствуя ему, терпеливо сносила все.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Амӑшӗ, кӗпе айӗнчен ҫакса ҫӳремелли пӗчӗкҫӗ хӗресе хыпашласа, хӑй ҫинчен хыврӗ те, ывӑлне чуп туса илсе, хӗрес хурса, мӑйӗнчен ҫакрӗ, ҫаккине ҫухави айне туса майларӗ: пӳрнисем хӑйӗн сивӗ тытнӑ пек тӑрӑлтатса чӗтрерӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл ывӑлӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ, куҫҫулӗпе йӗпеннӗ пӗркеленчӗк питҫӑмартийӗ яп-яка ылттӑн татӑкне туйса илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, те кулать вӑл, те макӑрать, — пӗлес те ҫук…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай пулмасть хумханнине пула, Давыдовӑн пӳрнисем кӗнекен вараланчӑк страницисене уҫа-уҫа пӑхнӑ чухне те кӑштах чӗтрерӗҫ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чӗлпӗре салтса илнӗ тата йӗнер хырӑмсарлӑхне хытарнӑ чухне унӑн аллисем ват супнӑ старикӗнни пекех чӗтрерӗҫ.Руки у него тряслись, как у дряхлого старика, когда он отвязывал повод и подтягивал подпругу седла.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл тайкаланчӗ, урисем унӑн чӗтрерӗҫ, утнӑ май вӑл пуҫне, ӑна ҫӗтересрен хӑранӑ пек, тӗлӗнмелле тытса пычӗ.Он шатался, у него дрожали ноги, и он так странно держал голову, точно боялся потерять ее.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Аллисем чӗтрерӗҫ унӑн, питҫӑмартинче хӗрлӗ-хӗрлӗ пӑнчӑсем сике-сике тухрӗҫ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иккӗшӗ те вӗсем, пӑлханнине палӑртмасӑр, шалти вут-ҫулӑмпа асапланчӗҫ, пӗр пек туйӑмпа чӗтрерӗҫ: иккӗшӗн те куҫӗсене пӗр пек шухӑш-кӑмӑлпа пулнӑ куҫҫульсем тулчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмахсенчен, сасӑсенчен, хӗрӗн ҫак таса та вӑйлӑ сассинчен нервсем чӗтрерӗҫ, куҫсем ҫулӑмланчӗҫ те куҫҫулӗсемпе шывланчӗҫ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, ҫурӑм ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӑранипе тутисем чӗтрерӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пирус туртма тытӑнчӗ, шӑрпӑкне чӗртнӗ чух пӳрнисем кӑштах чӗтрерӗҫ унӑн.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла вӑл каҫченех ӳксе сике-сике тӑчӗ, киле вара амӑшне кӳрентермелле тӑп-тӑр юр пулса, шӑмми-шаккине кӑвакартса пӗтерсе таврӑнчӗ, ывӑннипе унӑн урисем те чӗтрерӗҫ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑн та, унӑн куҫӗсем хӗрлӗ, куҫ хупанкипе сӑмси, вӑйлӑ сунас чухнехи пек, кӳпчесе кайнӑ, Комиссар сӗтелӗ ҫинчен температура листине илнӗ чух унӑн кушӑрканӑ аллисем чӗтрерӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950