Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн хулпуҫҫийӗ те чӗтренӗ пек туйӑнчӗ халь Йована.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтренӗ, вӑл вӑй-халран сулӑннипе йӗре пуҫланӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Салтаксен аллисем чӗтренӗ, унтер-офицер Федосеев та, хӑйӗн чысне хӳтӗлесшӗн пулнӑ пек: «Эккей, епле час вилмеҫҫӗ ку поляксем!» тенӗ пулин те, хӑй шуралса, ҫухалса кайнӑ пек пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл ҫамрӑк тутар ҫине сиксе ӳкес пек пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Аслашшӗ кӗлӗсем вуласа пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренӗ, мӑнукки ыйӑхлӑн макӑрса аслашшӗ ҫумне лӑпчӑнса ҫывӑрса кайнӑ.Дед читал молитвы и дрожал всем телом, внук плакал, засыпая, и жался к деду.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Дутлов укҫи чӑннипех хайне пулнине ӑнланчӗ те шутлама тесе сарса хунӑ укҫасене конверт ӑшне каялла чикме пуҫларӗ; анчах унӑн аллисем чӗтренӗ, ку ӗҫ чӑнах та кулӑ мар иккенне пӗлме ялан хӗрсем ҫине пӑхкаланӑ.
ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӑхманни те аван: Поликейӑн пичӗ шуралса кайнӑ, янаххи чӗтренӗ, куҫӗсем ырӑ, кӑмӑллӑ, имшер, айӑплӑ ҫынсен пек телейсӗр, ӳкӗнӳллӗ, макӑрас пек сӑнлӑ пулнӑ; Вӑл ҫӳҫне туранӑ хыҫҫӑн тухма тытӑннӑччӗ, арӑмӗ ӑна чарса пиҫиххине юсаса илчӗ те ҫӗлӗк тӑхӑнтартрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Тимӗрсемпе ҫапнипе алӑк та чӗтренӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ сурнӑ, хӑй чӗтренӗ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Ҫак мухтавлӑ пӗчӗк тупӑсене е ишӗлтернӗ крыльца патӗнче, е подвалсен чӳречисенче, е ишӗлсе аннӑ стенисемпе ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑнхи ту хушӑкне аса илтерекен ансӑр урамсем тӑрӑх чул сарнӑ ҫулпа сиктерсе пынине курма пулать.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн ҫан-ҫурӑмӗ шӑнса ыратакан пулнӑ, пӗҫӗ таврашсем уҫӑлса кайса сивӗ ӗнерчӗк ҫумне сӗртӗнсе тата ытларах шӑннӑ, ал-урисем чӗтренӗ, сывлӑшӗ татӑкӑн-татӑкӑн кӑна тухнӑ.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл лаша мӑйӗнчӗн ярса илнӗ, анчах лаши мӑйӗ те пӗтӗмпех чӗтренӗ, хӑрушӑ сасӑ тата хӑрушӑрах пулса кайнӑ.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Малтан вӑл пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтренӗ, кайран чӗтресси иртсе кайнӑ та, вӑл хулленех тӑнтан туха пуҫланӑ.Сначала он дрожал всем телом, потом дрожь прошла, и он понемногу стал терять сознание.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мухортый малтанхи пекех ҫиле май тӑнӑ, унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ чӗтренӗ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл вӑхӑтра Ваҫили Андрейч ҫиелти тӑлӑппа кӗрӗкне салтса ярса аркипе витӗннӗ те кӳкӗрт шӑрпӑкӗсем кӑларса хурҫӑ коропки ҫумне сӗрнӗ, анчах ун аллисем чӗтренӗ, шӑрпӑкӗсем тивнӗ-тивменех, е тата лап пируска патне илсе ҫитернӗ чух сӳне-сӳне ларнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл калама та ҫук хытӑ ҫилленнипе чӗтренӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрнӑ, унӑн куҫӗсем кушак куҫӗ пек йӑлтӑртатнӑ.Он был вне себя от бешенства, дрожал и тяжело переводил дух, а глаза его искрились зеленым блеском.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хӑйӗн «операторӗ» хӑрушлӑхран е сивӗ пулнӑран чӗтренӗ пекех ҫыран хӗрринчи пӗчӗк радиостанцин антеннине карнӑ ҫинҫешке шӑчӑсем те чӗтренсе кӑна лараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Натальйӑн пуҫӗ чӗтренӗ, аллисем кирлӗ пек мар, мӑкӑлтаннӑ пек хусканкаланӑ, хӑй вӑл начарланса кайнӑ, ҫуран тунӑ ҫурта пекех ирӗлсе пӗтнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Севастопольти ҫар, ҫӗрлехи тӑвӑллӑ тинӗс пекех, хум хыҫҫӑн хум килнӗ пекех каплана-каплана килет, вӑхӑт-вӑхӑта вӑл сайралнӑ пек те, чӗтренӗ пек те, каллех пӗр чӑмӑр пулнӑ пек те курӑнать.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Урай тата стенасем, ҫӗр чӗтренӗ чухнехи пек, кисренсе илчӗҫ, чӳречесене тар тӗтӗмӗ хупласа хучӗ.Пол и стены задрожали, как от землетрясения, и окна застлало пороховым дымом.
20 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.