Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ Тӑрна пӗр татӑкне теприн ҫумне майлаштарса вӗсене питех аван ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑ; индеецсем ҫак ҫилӗме бизон чӗрнисенчен тунӑ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Кайри урисем ҫине ҫӗкленнӗ, пуҫӗсемпе чӗрнисенчен тумла пӑрӗсем усӑннӑ хура лаша кӗлеткисем ларакан Нарвски воротӑран пуҫласа, пӑрланнӑ тротуар тӑрӑх — хӗрарӑмсем, стариксем, ҫамрӑк ачасем вӑрӑм черете тӑрса тухнӑ; вӗсем пурте чӗмсӗр, ҫиллессӗн тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫурт стенисем ҫине тайӑннӑ; теприсем, нумай сехет хушши кӗтсе тӑнӑ чухне, хӑйсенчи ӑшша март ҫилӗнчен сыхлас тенипе пӗтӗм пит-куҫӗсене кивелнӗ тумтир ҫухисемпе витсе тӑраҫҫӗ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хам ӑшӑра эпӗ кун пиркит хӗпӗртерӗм, мӗншӗн тесен Илюхӑн вӑрӑм та лапӑрчӑк чӗрнисенчен хӑрарах параттӑм.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫитӗннӗ ҫынна пӗрре хӑнӑхнӑ кивӗ йӑласенчен хӑтӑлма йывӑртарах пулсан та, эпӗ пурпӗрех темиҫе вӑхӑтран хамӑн кӳршӗ ехусемпе килӗштерсе пурӑнасса, вӗсен шӑлӗсемпе чӗрнисенчен сехӗрленме пӑрахасса шанатӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Васкаса, чӗрнисенчен юн кӑларас пек, вӑл картона хӑйпӑтрӗ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫара ҫерҫи вара вилесле хӑраса ӳкнӗ те «халӗ кайӑксен чӗрнисенчен хӑтӑлас ҫук ӗнтӗ эпӗ!» тесе шухӑшланӑ.Тут летучая мышь испугалась до смерти и подумала: «Не миновать мне теперь птичьих когтей!»
Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Йӑлт, тӑршшӗ-урлӑшлех, паллӑ: ирсӗр-нӗрсӗр ҫакланмаллипех ҫакланчӗ — никама та нихӑҫан хӑйӗн вичкӗн чӗрнисенчен вӗҫертмен хӑрушӑран та хӑрушӑ шыҫӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир лӑпах вӑхӑтра, мустангера ягуар чӗрнисенчен хӑтармашкӑн ҫитрӗмӗр.Мы пришли как раз вовремя, чтобы спасти мустангера из когтей ягуара.
ХСV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ ҫав ирсӗр япалана хам куртӑм, яша ҫавӑн чӗрнисенчен ҫӑлса кӑлармашкӑн аран ҫеҫ ҫитсе ӗлкӗртӗм.Я сам видел эту нечисть и едва поспел, чтобы вырвать парня из его когтей.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Владек тилхепесене пӑрахрӗ те, ӑйӑрӑн чӗрнисенчен хӑтӑлас тесе, крыльца патнелле тарчӗ.Владек, выронив вожжи, бросился к подъезду, спасаясь от его копыт.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Гленарван чӗркуҫленсе ӳкрӗ, вара ачана кайӑк чӗрнисенчен ҫӑлса илсен, ӑна курӑк ҫине вырттарчӗ те, хӑлхине унӑн кӑкӑрӗ ҫине хурса итлеме пуҫларӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Таптанма ӗлкӗреймен кӗрпеклӗ юр ҫинче ут чӗрнисенчен ҫавракарах йӑшӑк йӗрсем юлаҫҫӗ, ӗнерхи ӑшӑ ҫанталӑк юра лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ҫисе кайнӑ вырӑнсенче вара хӑй ҫумне хутланса выртнӑ пӗлтӗрхи вилӗ курӑклӑ ҫара ҫӗр ут чӗрнисем айӗнче кӑшт кӑна пута-пута анать, янӑравсӑр сасӑпа кӑчӑрт-кӑчӑрт туса пырать.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ут чӗрнисенчен пуҫласа казаксен сӑн-сӑпачӗ таранах пурте ҫап-ҫутӑ та яп-яка.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1