Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыхма пуҫланӑ алсишӗ паҫӑрах ӗнте унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче хускалмасӑр выртатчӗ.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кэмби тата темскер калама хӑтланнӑн аллине сулса илчӗ те, унӑн алли ҫавӑнтах халсӑррӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ.Кэмби сделал неопределенный жест рукой и беспомощно уронил ее на колени.
«Дракон» хӑйӗн чунне сутать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тавыль сӗтел вырӑнне чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑма татӑкӗ хунӑ та килте тума панӑ задачасене шутласа ларать.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Комсорг ӑна хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе ыталаса илсе хыттӑн пӑчӑртанӑ хыҫҫӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине лартса, пӗчӗк ачана сиктернӗ пек, сиктерме пуҫласан та, Чочой ӗненмерӗ:
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Очер вӗҫерӗнчӗ, малти урисемпе Том чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑрса, вӑрӑммӑн уласа ячӗ.Очер вырвался, встал передними лапами на колени Тома и протяжно завыл.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫийӗр, ҫийӗр ҫак ҫырлана, эсир пит выҫӑ пулӗ! — хаваслансах сӗнчӗ Том, чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑрса.
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой индеецӑн чул пек хытса ларнӑ питне пӑхса илсе ун патне пырса ларчӗ, вара, аллине ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, ӗнер Мэнгылю шаманӑн кӗлетӗнче мӗн-мӗн курни ҫинчен сасартӑк питӗ хӑвӑрт, такӑна-такӑна калама тытӑнчӗ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав кӗлетке Король пулнине Костик аякранах епле майпа уйӑрса илнине ӑнланма ҫук, анчах вӑл ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗлетке патне ыткӑнса пырать те, ҫаплах кӑшкӑрса унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Денни чӗркуҫҫийӗ урайӗнчен ҫӗкленнӗ вӑхӑтра мексиканец ӑна тепӗр хут ҫапмашкӑн хатӗрленнӗ.Он приготовился ударить в ту секунду, когда колено Дэнни отделится от пола.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗ урайӗнчен уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра ӑна ура ҫинче тӑраканӗсен шутӗнче («эп») вырӑнне шутламалла, ҫавӑнпа Ривэра ӑна татах ҫапса ӳкерме пултарнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Стойбище еннелле ҫаврӑнса, чӗркуҫҫийӗ ҫине чавсаланса, чӑмӑрӗсемпе янахне тӗревлесе ларчӗ вӑл, малалла мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вилнӗ ҫынна пытарма каякансем курӑнми пулсан, Чочой, ярангӑна кӗрсе, чатӑрпа ванчӑк нарта хушшинчи, килти ӑпӑр-тапӑра хурса тултарнӑ кӗтессе хӗсӗнсе ларчӗ те, пуҫне чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, хытса кайнӑ пек пулчӗ.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрарӑмсенчен пӗри шаман патне чупса пырса ҫара аллипе ун чӗркуҫҫийӗ ҫинчи юра шӑлса тасатрӗ.Одна из женщин подбежала к шаману, голой рукой отряхнула с его колен снег.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унтан Мэнгылю, чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑрса, пӗҫҫисене пӑркалама пуҫларӗ; пиҫиххи ҫумне ҫыхса тултарнӑ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем чанкӑртатаҫҫӗ, ҫӑхан пуҫӗ, тӑмана чӗрнисем, упа шӑлӗсем сулланаҫҫӗ.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Джим хӑйӗн вӑйлӑ аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫинчи саппунӗпе шӑлчӗ те, каска ҫинчен тӑрса, йывӑҫ урипе шаклаттарса, каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Городовой, чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑкӑннӑ кӗле пӳрнипеле сӑтӑркаласа шӑлса ларать, ҫав хушӑрах хула ҫыннисем иртӗнме пуҫлани ҫинчен, никама та итлеменни ҫинчен, йӗркелӗх пӗтни ҫинчен ӳркевлӗн калаҫать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗр, юрать, тенӗ пек пуҫне сулса илсен, Сима хуллен кровать хӗррине тӗршӗнсе ларчӗ, Лодкӑн шап-шурӑ аллине хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ те, ҫав вӗри, мамӑкла тӗкпе витӗннӗ алла сыппинчен пуҫласа чавса кукри таран ывӑҫ тупанӗпе ачашласа лӑпкама тытӑнчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вара, Сима унпала юнашар тенкел ҫине пырса ларсан, — вӑл, поэтӑн хулпуҫҫийӗ ҫине е чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑйӗн сарлака алтупанне хурать те, хуллен кӑна ыйтать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Рабочи шӑнӑрлӑ аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑ та хӳме сулхӑнӗнче ларать.Рабочий сидел в тени забора, положив на колени жилистые руки.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Лелюков картта ҫывӑхне кукленсе ларчӗ, аллине гимнастерка кӗсйине юлхавлӑн чикрӗ, кӗсйинчен кӑвак каранташ, сумкинчен тӑшман чаҫӗсем чакса кайнине ӳкернӗ схемӑна кӑларчӗ, пире хӑйӗн патнерех куҫса ларма чӗнчӗ те, майӗпен сулкаланса тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче пружина ҫинчи пек сиккелесе, темиҫе минут хушши чӗнмесӗр ларчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.