Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫийӗ (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) more information about the word form can be found here.
Аслашшӗ тимлӗ итлет мӑнукӗ каласа панине: — Ах, тур-тур, — тет, вара, ассӑн сывласа, чӗркуҫҫийӗ ҫинче ларакан Кулинейкка сухалне турткалани ҫине пӑхмасӑрах пуплет шӑппӑн, — темле пулӑшмалла ӗнтӗ Сӑпани мӑнаккуна…

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кайри вӑрӑм ҫырма тӑрӑхӗнче симӗс курӑк лаша ури чӗркуҫҫийӗ ҫӳллӗш кашласа ларать.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫӳллӗрен, педальне ҫавӑрнӑ май, чӗркуҫҫийӗ руле перӗне-перӗне илет.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Завьялов ӑна ҫывӑрса кайма, кӑшт та пулин тӗлӗрсе илме, пуҫне унӑн чӗркуҫҫийӗ е хул пуҫҫийӗ ҫине хума ӳкӗтлерӗ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Икӗ аллине хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑрринче нимӗнрен те ҫакланма май ҫукччӗ, ҫавна май пӗр альпинисчӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑчӗ, иккӗмӗшӗ ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара иккӗшин ҫине те хӑпарса тин ту тӑррине лекме пултарчӗ.

Совсем близко к вершине не было никакой возможности уцепиться, поэтому один из альпинистов встал на колени, второй встал ему на спину, а третий забрался на них обоих и только тогда смог достичь вершины.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Пӗррехинче эп хам, ачашланас килнипе, ун патне пырса пуҫӑма чӗркуҫҫийӗ ҫине хутӑм, анчах вӑл мана пӗррех тапса ячӗ:

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пруткин ӳсӗркелесе илчӗ те аллине йӗкӗт чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эс мӗн аран-аран мӗшӗлтететӗн, хывӑнма хамӑн пулӑшмалла-и? — терӗ те Таранов чӗркуҫҫийӗ ҫине пырса ларчӗ, тӑсӑкрах пысӑк кӑкӑрне тытса пӑхма сӗнчӗ:

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗптӗм-чӗптӗм кӑна ыйхинчен вӑхӑтне тата-тата вӑл, чӗркуҫҫийӗ ҫине тетрадьне хурса, чылай чухне тата ура ҫинчех тӑрса, сӑвӑсем ҫырнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кӗске аркӑллӑ ҫанӑсӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗр, хулпуҫҫийӗпе чӗркуҫҫийӗ ҫара пулнӑран-и, сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫӗ уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатнӑран-и — юхан шыв тӗпӗнчен ҫӗрлехи улӑха уҫӑлма тухнӑ юмахри вутӑш пек туйӑнать.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик тӳрленсе ларчӗ, аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вӑхӑта ӗнте карчӑк чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑма ӗлкӗрнӗччӗ.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисене карчӑк чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Help to translate

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасӑ хуҫин чӗркуҫҫийӗ ҫинче хулӑн портфель, хура ҫӗлӗкпе пальто тӗреклӗскерӗн сӑн-питне татах та капӑрлатать.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Унтан питне-куҫне тилмӗрсе йӑлӑннӑ пек йӳҫӗхтерсе, сӑмахӗпе васкавар ман умра чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сасартӑк вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытрӗ те чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех Пурис пылчӑк начлата-начлата, хашка-хашка, ышлата-ышлата шывран тухрӗ те тӑватӑ уран упаленкелесе, йӑвӑ ӳснӗ чакӑр курӑкне сиркелесе, нӳрӗ катрашка ҫине пырса ларчӗ (шӑлаварӗн сулахай чӗркуҫҫийӗ пӑтӑрах кайнӑ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унччен те пулмин ӑс-тӑнӗпе чӑлханса ӳкнӗ Ула Тимӗр сасӑ илтӗннӗ еннелле пӗтӗм кӗлеткипех палт! ҫаврӑнчӗ те, юри такам ӗнсерен ярса тытсах малалла чикелентернӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ, хӗрес хывахыва шуйхӑнчӑк куҫне пӗлӗтелле вичкӗнлетсе, чунтан-вартан йӑлӑнса тилмӗрчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed