Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнни (тĕпĕ: чӗн) more information about the word form can be found here.
Йӑлтах тепӗр хут аса илтӗм: пӗчӗк Нонна мӗнле макӑрнине те, вӑл пире — чирлисене — сивӗ шыв ӗҫтересшӗн мар пулнине те, ачасем хӑйне «бакенщик» тесе чӗнни ҫинчен каласа панине те, сӑпка юррисем юрланине те…

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ваҫли тус-йышӗсене Атӑл ҫыранӗ хӗрринче хуса ҫитрӗ те тӑван пек хаклӑ ҫынпа тӗл пулни тата хӑйне хӑнана чӗнни ҫинчен каласа пачӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех хӑвачӗ тата Матӗрне ҫепӗҫҫӗн чӗнни Ҫтаппан чӗрине парӑнтарчӗҫ, «мӗн пулсан та пулать ӗнтӗ» тесе, пукан ҫине пырса ларчӗ, урине хыврӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь кӗтмен ҫӗртен Кӗтерук кумӑшне пулӑшма чӗнни Макҫӑм чӗрине тиврӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫапла чӗнни хисеплесе мар, тӑрӑхласа кулнӑн илтӗнчӗ, — ман паттӑрсене вырнаҫтарӑр, тархасшӑн.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вера тесе чӗнни тӗксӗмленет те пуҫне пӑркалать.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Павлик Морозов» поэмипе «Телей ҫулӗ» юмахӗ, «Чапай», «Амӑшӗ», «Ҫӗнӗ пурнӑҫ калчисем», «Пирӗн костер», «Елкӑна чӗнни» сӑввисем ҫамрӑк ӑрӑва коммунизмла воспитани парас ӗҫре калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Лӑпкӑ тӳлек ирпе Мӑшӑр куккук сасси Ыйхӑран вӑратса Ҫӗнӗ куна чӗнни.

Help to translate

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Савӑнтарса ячӗ хӑйпе выляма чӗнни.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӗсене те, ыттисене те Туруновпа танлашма чӗнни вӑл — каялла чӗнни.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Марине тесен ытлашши чӑвашла янӑрать, мана Маринэ тесе чӗнни килӗшет, капла ман ят заграничнӑй пекрех пулса каять.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Яла кӗрсен, ӑна, вӑрӑм кунчаллӑ сӑран атӑ, ҫӗнех мар хура шӑлавар тата хӗвелпе чылаях тӗссӗрлене пуҫланӑ хӑмӑр тӗслӗ ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ ҫынна, никам та палламарӗ пулас — хирӗҫ пулакансем пӗри те чӗнни пулмарӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ку ӗнтӗ ташлама хисеплесе чӗнни.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан-кунтан ҫунса кӑмрӑкланнӑ хула карманӗ патне ҫитес чух хыттӑн кӑшкӑрса чӗнни илтӗнчӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур енчен те кӑшкӑрашни, пӗр-пӗрне чӗнни илтӗнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвасен хушшинчен хуллен чӗнни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмӗ итлерӗ, карӗ вӑрӑм шухӑша: Ыр сунман пек туйӑнать уншӑн майра патша, Чӗкеҫе чӗнни те телеех сӗнмест…

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫуркуннехи пек кайӑксен савӑнӑҫлӑ сасси чӗрене ҫӗклентермест ӗнтӗ, унта-кунта кӑвакалсем нарт! нарт! тесе кӑшкӑрнипе кураксем инҫе ҫула хатӗрленме йыхравласа чӗнни кӑна илтӗнет.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Икерчӗ сивӗнсе кайиччен, вӗрилле ҫийӗр-ха, ачасем, — тесе чӗнни ман ыйха сирчӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӑх хушшинчен чӗнни Касмухха шухӑшне вӗҫлеме памарӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed