Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнейми (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ара, лешӗ яланах шӑппӑн ҫӳрет-ҫке, йӗрлесе тупас, чӗнейми тӑвас, «халӑх тӑшманне» тытас шухӑшпа.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтрӗ вӑл ним чӗнейми пулса юлнӑ Георгипе Вова хӑйне хыҫалтан хӑваласа ҫитсе ҫапса ярасса.

Help to translate

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ун юмахне итлесе, Турунов хӑй те хытсах каять, чӗнейми пулать.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫырӑва хӑй малтан пӗччен вуласа тухсанах Пазухин нимӗн чӗнейми пулса тӑчӗ, унтан мана юлташсене пухма каларӗ.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Польӑн вӑрҫӑра вилнӗ упӑшкин япалисене, ҫи-пуҫне, стена ҫинчи хура рамкӑри сӑнне курсан та именетчӗ; арӑмӗ ҫын умӗнче вилнӗ упӑшки ҫинчен калаҫма пуҫласан, вӑл нимӗн чӗнейми пулса ларатчӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халь вара, мана хӑратса, хӑйпе ҫыхса лартса, мана чӗнейми тума шут тытрӗ, ахӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кусене Урасмет йӑлтах сехӗрлентерсе ҫитернӗ, сӑмах чӗнейми тунӑ тетӗп.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки вӑхӑтра Янтул унпа сӑмах чӗнейми пулса ларнӑччӗ.

В последнее время они почти не разговаривали.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмах чӗнейми тӑвӑр».

Так скажите, чтоб ему и ответить нечем стало.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗҫӗн хӗрачин сӑмахне илтсен, амӑшӗ чӗнейми пулса ларчӗ.

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чутах «пыратӑп» тесе кӑшкӑрса ямарӗ Илемпи, анчах самантрах кил-ҫуртри лару-тӑру асне килчӗ те чӗнейми пулса тӑчӗ.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Ҫитетӗп те, куратӑп та тахҫантанпах курман-калаҫман Андрее тӳрех мӑйӗнчен уртӑнатӑп, сӑмах чӗнейми тӑвичченех чуптуса-ачашласа пӗтеретӗп, нихӑҫан-нихӑҫан тапратманнине! — ҫепӗҫ-ҫепӗҫ чӗвӗлтетсе тӗлӗнтеретӗп», тенӗччӗ.

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн курнинчен тӗлӗнсе, сӑмах чӗнейми хытса тӑтӑмӑр эпир.

Ошарашенные увиденным, мы стояли проглотив языки.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Е, вӗсене чӗнейми тӑвас тесе, чӑвашсене мухтанӑ.

Help to translate

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Халӗ, ав, Ельккапа кӑлтӑр-кӑлтӑр калаҫса пурӑнма ӗмӗтленме кӑна мар, ун пирки шухӑшласа ӑшне вӗҫтерме те тахҫанах кая юлнӑ ӗнтӗ, ҫын ҫинче чӗвӗл-чӗвӗл те кил-терӗшре хӑрӑл-хӑрӑл Хвеччисӗ ӑна майӗпен-майӗпенех хӑмла типӗтнӗ пек типӗтсе ҫитерчӗ, чӗнейми турӗ…

Теперь уж что вспоминать да мечтать об Ельке, Хвечис, которая на людях так и нахваливает мужа, дома покрикивает на него — только держись, высушила она его душу, как хмель, опустошила совсем…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Наука сӑмахӗсемпе пичче мана нимӗн чӗнейми туса хучӗ.

Научные доводы дядюшки заставили меня умолкнуть.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Чӗнейми пулса лартӑм.

Не смог подобрать ни одного слова.

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

«Ефим каласа панӑ! — сӑмах чӗнейми хытса, чухласа илчӗ Ерофей Кузьмич.

«Ефим выдал! — весь немея, понял Ерофей Кузьмич.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нивушлӗ нихҫан та вӗсен чӑн-чӑн ӳкерчӗкӗсене курма май пулмӗ, Микель-Анджело, Тициан произведенийӗсем умӗнче пулса, Рим ҫӗрӗ ҫинче тӑрса чӗнейми пуличчен тӗлӗнме май килмӗ?».

Ужели никогда не удастся взглянуть на оригиналы и онеметь от ужаса, что ты стоишь перед произведением Микеланджело, Тициана и попираешь почву Рима?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр чарӑнми, сӑмах чӗнейми ыталарӗҫ, чуптурӗҫ пӗр-пӗрне, куҫҫулӗсем юхрӗҫ те юхрӗҫ…

Не переставая целовали друг друга, у обеих текли слёзы по щекам…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed