Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вара юлашкинчен повара ӳпкелесе илчӗ те унран ҫитмен чӗлле илсе пурне те ҫӑкӑрпа тивӗҫтерчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Пӗр каснӑ чӗлле тепӗр хут ҫыпӑҫтараймӑн.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нина тек ун ҫинчен шухӑшлас ҫуккине пӗр ӑнланнӑ Лавр хӑй те ҫав чипер хӗршӗн уссӑр ҫунса асапланас темерӗ: пӗр каснӑ чӗлле каялла ҫыпӑҫтараймӑн ӗнтӗ, терӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗсьери ҫӑкӑр чӗллине кӑларса ҫурмалла хуҫрӗ, ку ҫур чӗлле малалла тӑсса ӑйӑр патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун аллинчи чӗлле туртса илме пӑхатӑп имӗш.

Старик боится, что я из его рта трубку вырываю…

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ташлама чӗлле чӑмланӑ-чӑмламан ҫӑтса ятӑм — атту пуллӑм тарӗ тата.

Быстренько проглотил краюху хлеба, почти не жевал — а то вдруг рыба уйдёт.

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

Халӗ вӑл — каснӑ чӗлӗ, каснӑ чӗлле ӗнтӗ, хӑть темле тӑрӑш та, пурпӗр каялла ҫыпӑҫтараймастӑн.

Она зараз отрезанный ломоть, а отрезанный ломоть, как ни старайся, не прилепишь.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Павлик, тӳсейменнипе вырӑнӗ ҫинче сиккелесе лараканскер, ҫавӑнтах чи пысӑк ҫаврака чӗлле икӗ аллипех ярса тытрӗ те васкаса хыпса илчӗ.

Павлик, нетерпеливо ерзавший на месте, тотчас схватил обеими ручонками самую большую скибку и въелся в нее по уши.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed