Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑхлатса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тетей шывпа чӑхлатса, Чапаевла аллисене сарса ишрӗ, ачалӑхри пек варрине ишсе ҫитрӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Курӑнман кӗтесре шӑппӑн ларакан хӗрсем текех чӑтаймарӗҫ, чӑхлатса,кулма пуҫларӗҫ, Валентина вара: — Кравул! — тесе ҫухӑрса ячӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сварка агрегачӗ пӗр-ик хут чӑхлатса илчӗ те шӑпӑрт пулчӗ.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Фельдшер куҫӗ самант ҫавракаланса, чарӑлса кайрӗ, вара вӑл, йӑплака тунката пек хытса тӑрса, янахне сиксе вӗрекен хура тулӑ пӑтти пек вӗттӗн чӗтрентерсе, чӑхлатса кулса ячӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чӑх! — хӑй тӗллӗн чӑхлатса илчӗ ҫак вӑхӑтра виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен пулас филолог Чижиков Андрей, ӑшӗнчен яланах чӗрӗ пурнӑҫ тапса тӑнипе самантлӑха та хӑйне «сӳнме паман кӑвайт».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсем чӑхлатса кулса ячӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Зоя, ахӑлтата-ахӑлтатах чӑхлатса тӑракан хӗрсем хушшине кӗрсе кайса, Ленӑна аллинчен ҫавӑрса тытрӗ те хӑйӗн хыҫҫӑн вирхӗнсе пыракан зоотехника хирӗҫ ҫепӗҫҫӗн тӗртсе ячӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сутуҫӑ кӗтнӗ май чӑхлатса ихӗлтетрӗ; тимӗрҫӗн шуранка сӑнӗ тата уйӑх ҫутинчи юхан шыв шӑплӑхӗ уншӑн халӗ ӑнланмалла мартарах тата самаях хӑрушӑ курӑнаҫҫӗ.

Торговец выжидательно хихикнул; бледное лицо кузнеца и тишина лунной реки производили на него необъяснимо жуткое впечатление.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Ку ӗнтӗ пирӗн ҫинчен, — пӑшӑлтатрӗ те Ленин хуллен чӑхлатса кулса илчӗ.

— Это уже про нас, — шепнул Ленин и тихонько-тихонько засмеялся.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленька хӗрелсе кайрӗ, хӑй хыҫӗнче чӑхлатса кулнине тата тахӑшӗ ун пирки «Вӑт сана ҫӗнӗ партизан!» тенине илтсен, вӑл пушшех те именсе ӳкрӗ.

Ленька шел красный и смутился еще больше, когда услыхал позади себя смех и чьи-то слова по его адресу: — Вот тебе и новый партизан!

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Малтан хӑйсене хӑйсем аристократла хӑтланкаларӗҫ, ман ҫине пӑхса чӑхлатса ларчӗҫ, кайран — хӑйсемех ӑсран кайиччен ӗҫсе супрӗҫ…

Сначала играли аристократов и всё фыркали на меня, но потом все вдребезги напились…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Лайӑх шухӑш, анчах та… — чӑхлатса кулса илчӗ вӑл, — тӗвен ҫунатсем шӑтсан ҫеҫ ку пулӗ!..

— Хорошее желание, но только… — он прыснул от смеха, — если бы да верблюду крылья!..

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Такам чӑхлатса кулчӗ.

Кто-то хихикнул.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн хӗрсем — вӗсем пурте сахӑр кӑшманӗ ӳстерекен пӗр звенора ӗҫлеҫҫӗ иккен, — пӗр-пӗрне куҫран пӑхса чӑхлатса кулса ячӗҫ, унтан Серьган хӑтине, ялти бригадира, куҫ хӗссе, «Борозенька» юрӑ кӗввипе самаях вӑтантаракан шухӑ юрӑ пуҫласа ячӗҫ.

Потом девчата — все они оказались из одного звена, свекловоды — переглянулись, прыснули смехом и, подмигивая Серьгиному свату, который был бригадиром на селе, начали петь на мотив «Борозоньки» вызывающе-озорную, сочиненную.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Казак иккӗмӗш хут персе ярать, шӑппӑн чӑхлатса кулать.

Казак выстрелил вторично, тихо засмеялся.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ.

Скрип колес, фырканье лошадей и овец, рев коров, плач детишек, стон тифозных, которых тоже везли с собой в отступ, опрокинули нерушимое безмолвие хутора, потаенно захоронившегося в вишневых садах.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑшман ҫарӗ килсе кӗнӗ ҫак малтанхи самант тем тери хӑрушла туйӑнчӗ пулин те, шӑл йӗрме юратакан Дуняшка хальхинче те чӑтӑм ҫитереймерӗ: разведка каялла ҫаврӑнсан, тутине саппун аркипе хупласа, чӑхлатса ячӗ те кухньӑна ывтӑнса тухрӗ.

Как ни страшен был этот первый момент вступления вражеского войска, но смешливая Дуняшка не вытерпела и тут: когда разведка повернула обратно, она фыркнула в завеску, выбежала на кухню.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле, аптрамасть пек-и хӗр? — ыйтать вӑл, хуллен чӑхлатса кулса.

— Хороша, что ль? — спрашивал он, прыская.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed