Шырав
Шырав ĕçĕ:
Казаксем вӗсене кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑваларӗҫ, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лавҫӑсем чӑпӑрккисемпе хӑмсараҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лашисем ҫинчен анса тӑнӑ виҫ-тӑватӑ казак, аллисене пӑркӑчласа ҫыхнӑ ҫынна ҫӗр ҫинче йӑвантарса, чӑпӑрккисемпе сулӑмлӑн хӑлаҫланма пуҫларӗҫ.Трое или четверо спешенных казаков, валяя связанного человека, замахали плетьми.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1