Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӳсӗм ҫулӗпе пыма самани йӳнейлӗ килмен пулин те, Пӑлхар хыҫҫӑнхи тапхӑрта чӑваш халӑхӗ чӑмӑртанса йӗркеленнӗ, этнографи ушкӑнӗсен уйрӑмлӑхӗсем палӑрнӑ, халӑх ӳнерӗн тӗп сыпӑкӗсем никӗсленнӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫеҫкисем чӑмӑртанса тухаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫурӑлман-ха, уҫӑлса каяйман-ха…
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӗсем малтанхи пек сасӑпа калаҫмарӗҫ ӗнтӗ кӗлетре, пӗр-пӗрин ҫумне чӑмӑртанса, темле-темле ӑшӑ сӑмахсем пӑшӑлтатрӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Укахви тӳшекӗ ҫинче пӗр кушак ҫеҫ чӑмӑртанса ҫывӑрать.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Саня арпашӑннӑ ҫиттие туртса майларӗ те каллех чӑмӑртанса выртрӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Альбина ӗсӗклесе те, сасӑпа та йӗмерӗ, унӑн куҫӗсенчен ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсем кӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑмӑртанса тухрӗҫ, вӑл вӗсене час-часах йӗпенсе кайнӑ пӗчӗк тутӑрпа шӑла-шӑла типӗтрӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Тепӗр самантран савӑнӑҫ кӗввисем ӳснӗҫем ӳссе, ҫирӗпленнӗҫем ҫирӗпленсе пычӗҫ, Аня вара, йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларнӑскер, хӑйне ҫӑмӑлрах, ирӗкрех туйрӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫакна ӑнланса илсен, вӑл йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларчӗ, унӑн чӗринче тем тӑвӑлса ҫитсе, чиккинчен те тухса кайрӗ — Аня кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Мосальский, ҫак сӑмахсенчен хӑраса, ҫаплах стена ҫумӗнче хӗсӗнсе, чӑмӑртанса ларчӗ, юлашкинчен вӑл сасартӑк вӑй пухрӗ те, хӑйӗн шикленӗвне пӗтӗмпех айккине сирсе, ҫав сӑмахсене хирӗҫ ура ҫине хӑюллӑн тӑчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Тӗнче темле майпа хӗсӗнсе, чӑмӑртанса пӗчӗкленнӗ пек, унта Глафирӑсӑр пуҫне урӑх ним те, никам та ҫук пек туйӑннӑран тӳссе тӑраймарӑм, хӗре ҫупӑрласа илтӗм.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Вӑл тӗрӗс калать. Эсӗ пире кӑна мар, Стенькке утамана та, ялсенчи пиншер-пиншер чӑваш ҫыннине те кирлӗ. Тӑшман сана тытса илсен, пирӗн ҫар сапаланса кайӗ, эсӗ пур чухне чӑмӑртанса тӑрӗ», — терӗҫ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Отряд халӗ шӑп чӑмӑртанса, ҫирӗпленсе пырать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ытти пӗрхӗмсемпе тӑванла ытамлашса, чӑмӑртанса, хӑй виҫине тулса хӑпарса, хӑйне кукӑр-макӑр ҫул хывса, пӗрре сике-сике, тепре васкамасӑр, йӑрӑлтатса, ярӑмласа юхса анать вӑл дебаркадер кӑшкарӗ тӑрӑх.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пурте самант пӗр «чышка чӑмӑртанса», ку ӗҫе пӗр тӑхтаса тӑмасӑр туса пӑрахма йышӑну турӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паспа нӳрелнӗ сап-сарӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем пӗр ҫӗре чӑмӑртанса пысӑк ҫаврашка пулаҫҫӗ те, йывӑрӑшне чӑтаймасӑр, аялалла тачлаттарса ӳкеҫҫӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӳрех кӑмака ҫумне чӑмӑртанса выртрӗ, ӑшӑ ҫӗрте часах, нӑшлаттарсах ҫывӑрса кайрӗ.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Ӳснӗ вӑл, чӑмӑртанса ҫитнӗ, хитреленсе кайнӑ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫынсем пӗр ҫӗререх чӑмӑртанса тӑчӗҫ.
Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӳрт ҫийӗнчи улӑм ҫӗрсе тислӗк купи пек пулса ларнӑ, хӗррисенчен ҫӗре чӑмӑртанса татӑла-татӑла аннӑ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мӗнле майпа пӗр йыша чӑмӑртанса чӑваш халӑхӗ пулса тӑнӑ?
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.