Шырав
Шырав ĕçĕ:
Умра пыракан автомашина кустӑрми айӗнчен чул вӑркӑнса тухрӗ те ҫула май тупса ларса кайнӑ «Жигулин» чӳречине чӑлпар сапаласа тӑкрӗ.
Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.
Тинех ӑна пухса ҫыхасшӑнччӗ, ҫип татӑлчӗ те шӑрҫасем чӑлпар саланчӗҫ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Галимджанпа тепӗр ача ҫавна курчӗҫ те ачасене чӑлпар сапаласа ячӗҫ, унтан Укахвие килне ҫитичченех ӑсатса хӑварчӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ытах та караван ҫине лексен, — пӑшӑлтатнӑ мужик, — хысакӗ тӗлне пулӗҫ те, чӑлпар! арканса кайӗҫ…— Ежели их на караван снесет, — шептал мужик, — на пыжи ткнутся — разобьет вдрызг…
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑраса ӳкнӗ ытти ачасем чӑлпар саланаҫҫӗ, пӗчӗк йӑмӑкӗ пӳртех тарса кӗрет.Дети подняли испуганный визг, а Дженни — сестра Джонни и Вилли — кинулась в дом.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вара эпир ку ӗҫе пӑрахрӑмӑр та пӳлӗмри чӳречене икӗ кантӑкран тӑракан кантӑка лартма тытӑнтӑмӑр, анчах Шишкин пӗр катӑкне урайне ӳкерчӗ те, кантӑк чӑлпар саланса кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Велосипедсемпе ярӑнакан упасем хыҫҫӑн вӑл та велосипедпа ярӑнса тухрӗ, анчах ҫавӑнтах лутра хӳме ҫумне пырса ҫапӑнчӗ те, унӑн велосипечӗ чӑлпар саланса кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Картишӗнче пысӑк хура лаша ҫине утланнӑ Тихон, ӑна ниепле те тытса чараймасӑр, каллӗ-маллӗ ыткӑнса ҫӳрет, — лаша хапхаран тухасшӑн мар, пуҫне хаяррӑн ҫӳлелле ывӑтса сиккелет, пӗр вырӑнта тапӑртатать, ҫынсене чӑлпар салатса ярать, — ӑна куҫа йӑмӑхтаракан хӗвел ҫути хӑратрӗ пулмалла; акӑ, юлашкинчен, вӑл, хапхаран сиксе тухса, малалла ыткӑнчӗ, анчах, темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ хуран тӗлне ҫитсен, сасартӑк аяккалла тапса сиксе, Тихона ӳкерсе хӑварчӗ те тулхӑрса, хурине пӑлтӑртаттарса, каялла картишне таврӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Стена ҫинчен пугачсем, рогаткӑсем ӳкрӗҫ, утӑ тултарнӑ михӗ чӑлпар саланса кайрӗ.Со стен летели пугачи и рогатки, мешок с сеном трещал по всем швам.
24 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Кайран курчӗҫ — ӗҫ тухмасть, чӑлпар ҫеҫ тапса сикрӗҫ…
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Сӗтеле вӑл тытамаклӑ вӑйпа темиҫе ҫапсах вакласа тӑкре, унтан хӗҫӗпе урса кайсах куҫкӗски тӑрӑх чартлаттарчӗ те, ун тӗпренчӗкӗсем вара, асаматлӑ ҫумӑр ялтӑравӗпе ҫуталса, пур еннелле те чӑлпар сирпӗнсе сапаланчӗҫ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗлтлетсе куҫакан пунктирсем евӗр ҫӑлтӑр ҫутӑсем Мускав шывӗ тӑрӑх чӑлпар сапаланчӗҫ, шыв тӗкӗрӗ ҫине ӳксе, тавралӑха ҫутатрӗҫ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1