Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Чӑвашпа тутар союзне тумалла мар-ши тетӗп-ҫке, — шӳтлет Шевченко старшина.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кӗрхи сивӗ Петроградра тертленсе пурӑннӑ чухне ӑнсӑртран тепӗр чӑвашпа паллашрӑм.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл лазаретрах эпӗ тепӗр чӑвашпа — Василь Васильевичпа — тӗл пултӑм.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Анчах чӑвашпа вырӑс явӑҫса пурӑнман пирки вӗсем пӗр-пӗрне паллаймарӗҫ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Илюш пек чаплӑ вырӑс ним йӗрӗнмесӗр чӑвашпа калаҫса пынине урӑх кам курнӑ!
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Уяв ячӗпе концерт хатӗрленӗ кунсенче чӑвашпа вырӑс каччи ҫапла часах туслашса ҫитрӗҫ.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чӑваш ним каламаннипе, ҫырманнипе, Атӑлҫи Бӑлхар историне чӑвашпа ҫыхӑнтарма пӑрахаҫҫӗ, чӑваша аса та илмеҫҫӗ - тутар, тутар кӑна, «чӑваш Бӑлхартан аякри халӑх»…
«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458
Чӑвашпа вырӑс, украинецпа мари, тутарпа удмурт, эрзяпа мӑкшӑ Атӑл урлӑ туслӑх кӗперӗ хывать.
Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.
Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ялта пурӑнакан пултаруллӑ ветерансем, клубра ӗҫлекенсем, библиотекарьсем, садик ӗҫченӗсем пӗтӗм чӑвашпа пӗрлешсе, савӑнса диктант ҫырчӗҫ.
Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet
Ҫӗр ҫинче вӑтӑрмӗш ҫул пурӑнатӑп пулсан та мана пӗр чӑвашпа та куҫа-куҫӑн калаҫма тӳр килменччӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ытарайми чӑваш пики, таса чун-чӗреллӗ, ирӗклӗхшӗн, никамапӑхӑнманлӑхшӑн, пуласлӑхшӑн аллине кӑвак ҫӗмрен тытса пӗр ывӑнми кӗрешекен Укаслу кашни чӑваш килне кӗрсе, кашни чӑвашпа калаҫмаллах.
Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.
Эпир вӗсене ҫапла хушса ӑсатрӑмӑр: «Ленин йывӑр чирлӗ пулсан, курса чӑрмантарма ан тӑрӑшӑр, тутарсен пысӑк хуйхи ҫинчен те ан пӗлтерӗр, хӑвӑр кучченеҫсене парӑр та, чӑвашпа тутар халӑхӗнчен салам каласа, хӑвӑртрах сывалма сӗнӗр, вара каялла килӗр», — терӗмӗр.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑйне курмасан та чӑвашпа тутар халӑхӗсен кучченеҫӗсене парса хӑварни те, хӑнана чӗнсе хӑварни те мӗне тӑрать.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑсӑклӑ хыпарсем татах та нумай ҫӳреҫҫӗ чӑвашпа ҫармӑс ялӗсем тӑрӑх.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вырӑс тӳре-шарипе — стрелецкий головасемпе, тиексемпе, подьячисемпе уйрӑммӑн калаҫрӗ вӑл, чӑвашпа ҫармӑс, удмурт ҫӗрпӗвӗсене чи юлашкинчен кӗртме хушрӗ.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукайпа Акпарс чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисене Василь-Новгорода тунӑ вӑхӑтранпах пӗлекен Горбатый княҫа ырласа тӑранаймаҫҫӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вырӑс полкӗсен икӗ енӗпе вӗсене ӑнсӑртран тутарсем килсе ан тапӑнччӑр тесе чӑвашпа ҫармӑс тӗкӗрҫисем пычӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсемпе пӗрле чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисем те йышлӑ пулчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисене хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла тени халь Кучака сӑмах ҫукран сӑмах туни пек кӑна туйӑнать.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисемшӗн парне хӗрхенсе тӑмалла пулман.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
- 1
- 2