Шырав
Шырав ĕçĕ:
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӑл ӑна чыслӑн йышӑннӑ, унпа мӗнпур тусне паллаштарнӑ, ӑна парнесем панӑ, хӑйӗн ҫарне ӑна хӑйне итленӗ пекех итлесе тӑма хушнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Кӗҫех Ионафан вӑрҫа тухнӑ, [Иордан] шывӗн леш енӗпе хуласем витӗр пынӑ, ӑна пулӑшма ун патне Сири ҫарӗ пухӑннӑ; вӑл Аскалон хули патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем ӑна чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ионафан ҫавӑн чухне патшана Иоппи хулине тухса чыслӑн кӗтсе илнӗ; вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑн саламланӑ, ҫав хуларах ҫӗр каҫнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
86. Унтан кайсассӑн, Ионафан Аскалон хули тӗлӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; анчах хула ҫыннисем ӑна питӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа хунавӗ илемлӗн те мухтавлӑн килӗ, Израилӗн сыхланса юлнӑ ывӑлӗсемшӗн ҫӗр ҫимӗҫӗ чаплӑн та чыслӑн ҫитӗ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ӑна масар ҫине те чыслӑн ӑсатаҫҫӗ, вилтӑприйӗ ҫине хурал тӑратаҫҫӗ.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна каласанах, вырӑнӗ ҫинче выртнӑ ҫӗртех Товитӑн чунӗ тухнӑ; вӑл ҫӗр аллӑ сакӑр ҫулта пулнӑ, ывӑлӗ вара ӑна чыслӑн тирпейлесе пытарнӑ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ездра саккун кӗнекине пӗтӗм халӑх умӗнче илнӗ те питӗ чыслӑн ӑна вулама ларнӑ; 46. вӑл саккуна ӑнлантарнӑ чухне пурте ура ҫинче тӑнӑ; ӗнтӗ Ездра Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турра, Саваоф Турра, Пурне те Тытса Тӑракана тав тунӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн шухӑшӗпе, тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлас тесен тӑван хутлӑха аталантармашкӑн пуҫаруллӑ хутшӑнма пултаракан ӑру ҫитӗнтермелле.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Саккун хуралӗнче тӑнӑ май, эсир хӑвӑр суйласа илнӗ ӗҫе малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасса, власть ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшасса тата профессин чи кӑткӑс тӗллевӗсене те пурнӑҫлама пултарасса шанса тӑратӑп!
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1325595
Эсир хӑвӑрӑн служба тивӗҫӗсене чыслӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлатӑр.Вы честно и добросовестно подходите к исполнению своих служебных обязанностей.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1325595
Чӑваш Республикин прокуратурин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫине пӗлсе тата хӑвӑрт ответ параҫҫӗ, прокурор асӑрхавӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241
Хӑйсен умӗнчи тӗллевсене гражданла хӑюлӑхпа хастарлӑн, яваплӑн, тӳрӗ кӑмӑлтан тата принциплӑха тӗпе хурса чыслӑн та тивӗҫлӗн пурнӑҫлакан Чӑваш Республикин прокуратурин ӗҫченӗсене чун-чӗререн тав тӑватӑп.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826
Тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлама тӑрӑшать.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Присяга тытнӑ салтакӑн вара хӑйӗн тивӗҫне яланах пурнӑҫламалла, пирӗн ентешсем ӑна чыслӑн пурнӑҫланӑ.
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26
Ҫар тивӗҫне пит чыслӑн пурнӑҫларӑн.
Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/
Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн Аслӑ Командовани тав тунине илтме, ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп Грамотине илме тивӗҫ пулнӑ Василий Абаев кӗҫӗн сержантӑн тепрер уйӑхран-мӗнрен демобилизаци йӗркипе каялла таврӑнмалла та пулать.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Стройран тухма хушнисем тухса пӗтсен: «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн, — тесе пӗлтерет хастар та вӑр-вар полковник, — сире пурне те вунӑ кунлӑха отпуска яратпӑр…»
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.