Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысланӑ (тĕпĕ: чысла) more information about the word form can be found here.
Паянхи мероприятире службӑра тӑрӑшса ӗҫленисене, хастарлӑхпа палӑрнисене патшалӑх наградисене парса чысланӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе грамотӑсемпе чысланӑ май ҫакна палӑртрӗ: «Эсир, маттур пикесем, пире, арҫынсене, паян чӑн-чӑн уяв парнелерӗр, малашне те маттур та сывлӑхлӑ пулӑр».

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тепӗр икӗ ҫултан ӑна Ҫветтуй Станиславӑн орденӗпе чысланӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Реальнӑй училище строительствишӗн М.Таланцева виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Анна орденӗпе чысланӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫуркуннен пӗрремӗш тата ҫутӑ уявӗ умӗн республикӑри пултаруллӑ та пуҫаруллӑ хӗрарӑмсен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисемпе чысланӑ.

Help to translate

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Арбенин ролӗшӗн ентеше 1965 ҫулта Ленин премийӗпе чысланӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсене пурне те «За дальний поход» паллӑпа чысланӑ.

Help to translate

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫакӑншӑн ӑна администраци дипломӗпе чысланӑ.

За это его наградили дипломом администрации.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Хисеплӗ хӗрарӑма 101 ҫулхи менельникпе ӑшшӑн саламласа парнесемпе чысланӑ хыҫҫӑн ветерансен районти ертӳҫи Георгий Леонидович купӑсне тӑсса ячӗ те ӗлӗкхи чӑваш халӑх юррисене вылярӗ.

После теплого поздравления с 101 юбилеем, уважаемую женщину, и вручения подарков, руководитель Союза ветеранов района Георгий Леонидович растянул гармошку и сыграл чувашские народные песни.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Хисеплӗ хӗрарӑма 101 ҫулхи менельникпе ӑшшӑн саламласа парнесемпе чысланӑ хыҫҫӑн ветерансен районти ертӳҫи Георгий Леонидович купӑсне тӑсса ячӗ те ӗлӗкхи чӑваш халӑх юррисене вылярӗ.

После поздравления тёплыми словами и подарками уважаемую женщину 101 летним юбилеем, руководитель районнового Совета ветеранов Георгий Леонидович растянул гармошку и сыграл старинные чувашские народные песни.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed