Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухӑн the word is in our database.
чухӑн (тĕпĕ: чухӑн) more information about the word form can be found here.
Патша саманинче белорус ӗҫҫыннисем чухӑн пурӑннӑ.

Бедно жили трудящиеся белоруссы при царе.

Хутӑш вӑрмансен зонинче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑшпӗр ҫӗрте шурлӑхсем хушшинчи утравсем ҫинче чухӑн ялсем ларкаланӑ.

Кое-где на островках среди болот ютились нищие деревеньки.

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чухӑн ҫынсем ҫӑнӑхпа хутӑш йывӑҫ хуппи хутӑштарса пӗҫерсе ҫинӗ.

Бедняки примешивали к муке древесную кору.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах вӗсен хуҫалӑхӗ чухӑн пулнӑ, час-часах вӗсем выҫӑпа аптӑранӑ.

Но хозяйство их было убого, и они часто голодали.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вара тундрӑран чухӑн ненецсем Новая Земля ҫине куҫма пуҫланӑ.

Стали тогда из тундры туда переселяться ненцы-бедняки.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вырӑс тухтӑрӗсем, ялсем тӑрӑх ҫӳресе, чӑвашсен пурнӑҫне лайӑх пӗлнӗ, вӗсем мӗншӗн час-часах чирленине ӑнланнӑ: чухӑн хресченсем тӗттӗмлӗх тыткӑнӗнче пурӑннӑ, апат-ҫимӗҫӗ те, тумтирӗсем те ҫителӗклӗ пулман.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халӑхӑн чи чухӑн ҫыннисем пирки калатӑп ӗнтӗ».

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Атӑл тӑрӑхӗпе паллаштаракан 1903 ҫулта тухнӑ кӗнекере: «Хула чапне чиркӳ чанӗсем кӳреҫҫӗ, вӗсем кунта 122, пӗтӗмӗшпе илсен, пилӗк пин пӑт ҫурӑ таяҫҫӗ. Пӗчӗк те чухӑн Чуксар-хула чан тӗлӗшпе Лондонпа Парижран та чаплӑрах!» — тесе ҫырнӑ.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Чӑваш чӗлхи чухӑн, вӑл наукӑпа литературӑ ӗҫӗнче юрӑхлӑ пулма пултараймасть тесе пакӑлтатнӑ ирсӗр патша харам пырӗсенчен пирӗн саманара истори ҫавӑн пек ҫивӗччӗн питлесе кулчӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Тахҫан, халӑх чухӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ чухне, тӗлӗнтернӗ те пуль кун пек пархатарлӑхпа.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023-мӗш ҫулта ҫӗршывра 19 миллион чухӑн ҫын шутланать.

Help to translate

Чухӑнлӑхпа ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗ кӗрешет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60473

Хӑй ҫавӑнтах хӗрелсе кайрӗ: пуян ҫын ачи хӑйпе юнашар пыракан хӗр ашшӗ чухӑн ҫын пулнине палӑртса ыйтни пулмарӗ-и-ха ку?

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫак чухӑн купецӑн виҫӗ ачипе, вута та, шыва та кӗрсе кайма хатӗрскерсемпе, Георгий вӑхӑта нихҫан та кичем ирттермен.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тамарӑн та ҫавнашкал чухӑн шухӑш-туйӑмлӑ мӗскӗн ҫын пулмалла-и?

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чухӑн, хресченсене ҫӗр, ирӗклӗх панӑ.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тутлӑ ҫиме манӑнни пек чухӑн ҫемьере май ҫук ҫав.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ чухӑн ҫын, хама ыттисемпе тан этем тесе шутлама тытӑннӑ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чухӑн хӗрӗ теейсе те Пуҫа усса тӑрар мар.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак юрра юрлакансем чухӑн хӗрӗн, тӑлӑх хӗрупраҫӑн шӑпи еплерех пулнине пӗлнӗ пуль ҫав.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed