Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вӑл халӑх хушшинчи пур чухӑна та хунтӑланӑ, саккуна пурӑнӑҫлама хистенӗ, саккуна уяманнисене, усал ӗҫ тӑвакансене пурне те пӗтерсе пынӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ: 9. ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр; 10. тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр: 12. Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт; 7. ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑн чухне сӗм чухӑна та тӑрантарӗҫ, кӗлмӗҫсем шанчӑклӑ ҫӗрте канлӗ тӑрӗҫ; санӑн тымарна вара выҫӑпа антӑхтарӑп, вӑл санӑн йӑлкӑмна тӗп тӑвӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра; 15. Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кирлӗ чухне вӑл санпа усӑ курать: эсӗ чухӑна тухас пулсассӑн, сана пӑрахать.5. Если ты выгоден для него, он употребит тебя; а если обеднеешь, он оставит тебя.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ӗҫӗнчен ан тӗлӗн, Ҫӳлхуҫана ӗнен, хӑвӑн ӗҫне ту: 21. Ҫӳлхуҫашӑн чухӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен, пӗр самантрах пуйтарса ярасси нимӗн те мар.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуян чухне чысне ҫухатнӑ ҫын чухӑна юлсассӑн мӗн тери чыссӑртарах пулӗ?А бесславный в богатстве насколько будет бесславнее в бедности?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ пурӑнакан чухӑна хӗсӗрлӗпӗр, тӑлӑх арӑма хӗрхенмӗпӗр, ватӑ ҫыннӑн нумай ҫулхи кӑвак ҫӳҫӗнчен те именмӗпӗр.10. Будем притеснять бедняка праведника, не пощадим вдовы и не постыдимся многолетних седин старца.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать; 8. ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Чухӑна ан ҫарат: вӑл ахаль те чухӑн, хапха умӗнчи мӗскӗне те ан кӳрентер, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫне Ҫӳлхуҫа хутшӑнать, вӗсене ҫаратакансенӗн чунне кӑларать.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам хӑйӗн пурлӑхне ӳстересшӗн кӗлмӗҫе кӳрентерет, кам тата пуян ҫынна парать — ҫавӑ чухӑна юлать.16. Кто обижает бедного, чтобы умножить свое богатство, и кто дает богатому, тот обеднеет.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать.17. Благотворящий бедному дает взаймы Господу, и Он воздаст ему за благодеяние его.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чухӑна пур тӑванӗ те кураймасть, унран тусӗсем те пӑрӑнса каяҫҫӗ: калаҫасчӗ тесе вӗсем хыҫҫӑн чупать вӑл — калаҫакан та ҫук.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пуянлӑх тус-юлташ йышне ӳстерет, чухӑна вара хӑйӗн тусӗ те пӑрахать.4. Богатство прибавляет много друзей, а бедный оставляется и другом своим.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен йӗрӗнекен ҫын ҫылӑха кӗрет; чухӑна хӗрхенекене вара сӑвап пулать.21. Кто презирает ближнего своего, тот грешит; а кто милосерд к бедным, тот блажен.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.