Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптума (тĕпĕ: чупту) more information about the word form can be found here.
Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, вӗсем манран ыйтатчӗҫ Чуптума сана?

Help to translate

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Левентейпе Липӑна лашисене чарнӑ-чарман утсем ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ те умлӑн-хыҫлӑн чуптума пикенчӗҫ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала арӑмӗ патне пырса ун аллине ярса тытрӗ, унтан леш сисмен ҫӗртенех арӑмне ҫамкаран та, питӗнчен те, пуҫӗнчен та чаплаттарса чуптума тытӑнчӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чуптума ирӗк пар?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня пӑрӑнчӗ, анчах аллинчен чуптума чармарӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эверкки Илемпине тепӗр хут каҫса кайса чуптума пуҫларӗ.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кӗҫ Нина хӑй мӗн тунине хӑй те ӑнланса илеймерӗ: аллисемпе арҫынна мӑйран ыталаса илчӗ те антӑхса кайса чуптума пуҫларӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Саша хӑй ҫумнелле тӗршӗнекен хӗре ачашшӑн питҫӑмартинчен, унтан куҫӗсенчен, тутинчен чуптума пуҫларӗ.

Help to translate

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӗрпе каччӑна ыталаса чуптума хатӗр Юра общежитинчен чупнӑ пекех милици уйрӑмнелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кӗҫех вӑл хӗре икӗ аллинчен ярса тытрӗ, хӑй патнелле туртса илчӗ те чуптума хӑтланчӗ.

Help to translate

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӗлерес йӗркене ҫӗнӗрен ӗҫе янӑ хыҫҫӑн мещенсем пӗр-пӗрне чуптума юратни ҫинчен Россия историйӗн хӑй скрижалӗсем ҫине ҫырса хумаллах пулать.

История России должна записать на своих скрижалях, что, восстанавливая смертную казнь, мещане любили целоваться.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Мӗн пек чуптума юратаҫҫӗ вӗсем!

Как они любят целоваться!

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пӳрте кӗрсенех арӑм мана ыталаса илсе чуптума тытӑнчӗ.

Как только я вошел в дом, жена заключила меня в объятия и поцеловала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫӗр ҫине выртса унӑн урин чӗрнине чуптума тытӑнасшӑнччӗ, анчах вӑл хӑйӗн урине ман тута патне хӑпартса маншӑн пысӑк чыс турӗ.

Я собирался пасть ниц, чтобы поцеловать его копыто, но он оказал мне честь, осторожно подняв его к моим губам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл мана ырӑ кӑмӑлпа кӑнтарса панӑ аллине чуптума эпӗ ҫӗр ҫине выртрӑм; император майри те, унӑн тач тӑван принцӗсем те аллисене ун пекех тӑсса парса чуптутарчӗҫ.

Я пал ниц, чтобы поцеловать его руку, которую он очень благосклонно протянул мне; то же сделали императрица и все принцы крови.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ашшӗсем ачине малтан курнӑ чух тата кайран уйрӑлса кайнӑ чух ҫеҫ чуптума юрать.

Поцеловать ребенка им разрешается только при встрече и прощанье.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Леш алӑкне хупнӑ та, чӗнмесӗр, ҫӗрӗкхи пек ыйтасса кӗтсе тӑнӑ; сӑмах уҫсанах чӗркуҫленме, ҫак ҫын аллине чуптума, куҫҫульпе ҫума хатӗр пулнӑ вӑл.

Та затворила дверь и молча ожидала вопроса, готовая по первому слову кинуться на колени, целовать и обливать слезами протянутую руку.

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Разведчиксем засадӑран сиксе тухнӑ та, юлташӗсене ыталаса чуптума тытӑннӑ.

Разведчики выскочили из засады и бросились обнимать товарищей.

Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унӑн тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ, сухалӗ шӗвӗр, пичӗ типшӗм, куҫӗсем ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнаҫҫӗ, ҫӑварӗ тӗлӗнмелле: уланкӑ пулӑнни пек пӗчӗкҫӗ, тутисем хулӑм, кӳпшек, вӗсене яланах чуптума шутланӑ пек чӑмӑртаса тытнӑ.

У него седые виски, острая бородка, сухое, копченое лицо, темные, задумчивые глаза и странный рот: маленький — точно у окуня, губы пухлые, толстые и сложены так, как будто он мысленно целуется.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed