Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнӑ (тĕпĕ: чуп) more information about the word form can be found here.
Мӗнле шкултан таврӑннӑ – ҫавӑн пек сумкӑсене пӑрахнӑ та уя, аннесене пулӑшма чупнӑ.

Help to translate

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Пурнӑҫ урапи яка ҫулпа чупнӑ хӑш вырӑнта тумхах тупӑннӑ?

Help to translate

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те, чупнӑ пекех, ҫул ҫине тухрӗ, хӑвӑрт утса кайрӗ…

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл, чупнӑ пекех, килнелле васкарӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вара юлашки хут ҫутӑ чӳречесем ҫине пӑхса илчӗ те, хӑвӑрт ҫаврӑнса, чупнӑ пекех килнелле утрӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Алексей вара мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, ӑнланмасӑр, мӗнпур нервисемпе хыҫалалла, пукан хыҫӗ ҫумнелле туртӑнчӗ, унтан чӑтаймарӗ, сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те проход тӑрӑх хӑвӑрт алӑк патнелле утрӗ, хӑвӑрт чупнӑ пекех…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапах та кусем хыҫҫӑнах чупнӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Демахин малалла чупнӑ хушӑрах сӑнаса пынӑ: пӗр-пӗр решеткине илсе пӑрахман-ши?

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ытлари — ӗҫ кунӗ, ҫавӑнпа та ҫул тӑрӑх машинӑсем — автобуссем те, груз турттармаллисем те, ҫӑмӑллисем те — «Волгӑсем», «Победӑсем», «Москвичсем», «запорожецсем» калле-малле вӗҫӗмсӗр чупнӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Эс вӑтам шкула чупнӑ чух сана валли ҫи-пуҫ тӑвас тесе Кирик Сӑр леш енчи вырӑс ялӗнче икӗ ҫул кӗтӳ кӗтрӗ — эс ӑна ухмах тетӗн.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тилле ҫывӑхри вӑрман еннелле чупнӑ чух мучипе ача шиклентернӗ-мӗн.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Глафира ӑна-кӑна туймарӗ — хулпуҫҫийӗ ҫинчи кӗвентене тӳрлетсе анкарти еннелле чупнӑ пек утрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Генӑпа Рамана хӑваласа ҫитме ӗмӗтленекенскер, чупнӑ ҫӗрте чупать вӑл, утнӑ ҫӗрте утать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Утнӑ ҫӗрте утать, чупнӑ ҫӗрте чупать.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пилӗкултӑ метр чупнӑ ача тӗнкӗлт-тӗнкӗлт тӑрӑнса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Пиччӗшне пӗлтерме чупнӑ иккен», — салхуллӑн шухӑшларӗ Тарас.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вӗсем хыҫҫӑн пирӗн енчи йытӑсем хашка-хашка чупнӑ пулӗччӗҫ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тӑкӑрлӑкра пирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук, анчах ҫамрӑк хӗрарӑм хыҫҫӑн тӑватӑ ача кӑшкӑрашса чупнӑ пек туйӑннӑран эпӗ хӳме юпинчен те чӗмсӗртерех тӑрса юлтӑм.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кукашшӗ, ватӑскер, хӗвел ҫинче ларса ҫывӑрса кайнӑ, мӑнукӗ кил картинче чӑх чӗпписем хыҫҫӑн чупнӑ.

Дед, старый уже, уснул на солнышке, а внучка во дворе гонялась за курами.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Лап-лап тӑрӑх чупнӑ чух, Сӑрса илчӗ куршанак.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed