Шырав
Шырав ĕçĕ:
Площадка тӑрӑх чупас чухне пурте пур, хул кастармалла пулсан — нихӑшӗ те ҫук..А то как по площадке гоняться, то все тут, а как оспу прививать, то никого нет.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Танк каллех майӗпен пынӑ пек туйӑнать, ҫӗре сиксе анса ун умӗнчен чупас килсе тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хытӑрах чупас тенӗ ҫӗртен урасем чӑлханса пыраҫҫӗ.Хочется бежать быстрее, но ноги заплетаются, стали такие тяжёлые, будто в миг налились чугуном.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
— Тен, эппин, ашӑпа чупас? — ыйтрӗ Григорий, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумне ҫыпҫӑнакан юр пӗрчисене шӑлса илсе.— Может, рысью побечь? — спросил Григорий, смахивая с ресниц налипающие снежинки.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иккӗш те васкавлӑн малалла утрӗҫ, чупас мар тесе те аран чӑтса тӑчӗҫ.Оба торопливо зашагали, с трудом удерживаясь, чтобы не бежать.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
«Чупас»! тенӗ шухӑш ҫеҫ ун пуҫне пырса ҫапӑнчӗ, урисем вӗҫтерсе те кайрӗҫ ӑна вӑрман патнелле, пӗр вунӑ метралла…В голове его мелькнуло: «Бежать!», а ноги уже пронесли его метров десять по направлению к лесу…
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.
Чи малтан унӑн пачах вӗрес, ҫиес, пӳлӗмсем тӑрӑх чупас килми, ҫитменнине тата пӑхас килми те пулнӑ; унтан унӑн асне темӗнле паллӑ мар икӗ кӗлетке, те йытӑсем, те ҫынсем, сӑнӗсем те хӑйсен илемлӗ пулнӑ, кӑмӑла кайнӑ, анчах ӑнланмалла мар пулнӑ; вӗсем курӑнма пуҫласан, Тетка хӳрипе вылятнӑ тата ӑна вӑл вӗсене тахҫан, таҫта курнӑ та, юратнӑ та пек туйӑннӑ…
V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ача евӗр, чупас та сиккелес килет.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Дуняшка — пӗве ҫитнӗ хӗр — хутор тӑрӑх ҫӳҫне-пуҫне салатса чупас ҫуках ӗнтӗ; вӑл йӑпӑр-япӑр тутӑр илчӗ те ӑна хыпаланса ҫыхнӑ хушӑра каласа хӑварчӗ:
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кулас та, йӗрес тӗ, юрлас та, чупас та килнӗ унӑн, туратсем алӑсене чӑрмаланине пӑхмасӑр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр чупас килнӗ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сергее курсан, яланхи пекех, Ирина савӑнчӗ те, хӑрарӗ те, ӑна хирӗҫ тӑрса чупас тенӗччӗ, анчах ҫӗкленме пултараймарӗ, — чӗри ҫав тери хытӑ тапнипе шӗлтӗрех кайрӗ, вӑл ҫаплах, ҫара урисене тусем хушшинче пурӑнакан хӗр пек хутлатса, кавир ҫинче ларчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергейӗн чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ, карланкӑра куҫҫуль капланса ларчӗ, ҫав тери савӑнӑҫлӑн туйӑнса кайрӗ, машина ҫинчен анса, ача-пӑчасемпе пӗрле урам тӑрӑх чупас килчӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак самантра ҫамрӑк ӑйӑр, такӑнкаласа, тайкаланкаласа, хура ана урлӑ чупса каҫнӑ хушӑра, Григорий чӗринче хӑйне халь кӑна ҫулӑмлантарса янӑ сунар кӑварӗ сивӗнсе кӗлленчӗ, йывӑррӑн хашлатса сывлакан ӑйӑрне мӗнле чупас килнӗ, ҫавӑн пек ҫеҫ хӑвалама тытӑнчӗ Григорий, пан ҫинелле сӑнаса пӑхса илчӗ — каялла ҫаврӑнса пӑхмасть-и-ха тенӗ пек, унтан кӗске пусӑмлӑ ашӑпа юрттарса кайрӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑс-тӑна мар, хӑйне сыхлассишӗн тапӑҫас туйӑма пӑхӑнса, Евсей хӑйӗн ҫыруне ярса илчӗ те Буланый патне ҫӗр метр чупас тӗлӗшпе чемпион пулнӑ ҫын та ӑмсанмалла таранах хӑвӑрт чупса кайрӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Буланый пуҫне сулкаларӗ, вӑл та юланутҫине вӑрҫса илчӗ пулмалла, чупас килмен ҫӗртен юртӑпа чупса кайрӗ.И Буланый покрутил головой, видимо, тоже ругнул своего седока, и неохотно побежал рысью.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӗт-турӑх ӗҫес те хӗрарӑмсем патне чупас, терӗ-и ҫак…
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ ватӑ, чирлӗ ҫын, ку ӗҫре йытӑлла, чӗлхе кӑларса чупас пулать!Я человек старый и хворый, а на этой должности надо бегать собакой, высунув язык!
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Ҫак рикша сасартӑк салтак пулса тӑрсан, акӑ ҫак салтаках кӳме туртса чупас пулсан, ӗлӗк рикша пулнӑ ҫын, паллах, ӗлӗк салтак пулнӑ ҫынна, хӑйне леш хӗненӗ пекех, хӗртнӗ пулӗччӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Унӑн халӗ Гриценко мучӗшӗн ҫурчӗ патнелле ыткӑнса чупас килчӗ, авӑ, унӑн черепица витнӗ ҫийӗ поселокри ҫара йывӑҫсем хыҫӗнченех курӑнать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ӗҫсӗр чупас ҫук, — вӑрҫса илчӗ Володя.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.