Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чунӗпе сывлӑш хуҫи пулса ӗлкӗрейрӗ-ши вӑл ҫак хушӑра? Ҫук пулӗ.Смог ли он стать сердцем хозяином воздуха в этот момент? Наверно нет.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Ун чухне ача чунӗпе кӑна ӑнланнӑ пулсан, халӗ вара чӑнах та ҫавӑн пек пулмалла пуль чӑн-чӑн педагогӑн тесе шутлатӑп.
Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Карта ҫумӗнчи ДТ-75 тракторпа ӗҫлеме тытӑнсан, чунӗпе чӑн-чӑн механизатор пулнине ертӳҫӗсене ӗнентерсен малтан Беларусь-50, унтан Беларусь-52 шаннӑ.
«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Юрий Аркадьевич ҫут тӗнчери хӑйӗн тӗллевне чунӗпе, ӑсӗпе ӑнланнӑ та ӑна куллен пурнӑҫа кӗртет.Юрий Аркадьевич понял душой, умом для чего он пришел в этот мир и каждый день воплощает его.
Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Хаклӑ ертӳҫӗ, творчество интеллигенцийӗпе ӗҫленӗскер, чунӗпе хӑй те илемлӗх тӗнчинчех пурӑннӑ.
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур: 34. качча кайманни ӳчӗпе те, чунӗпе те таса пуласшӑн, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Турӑ ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; качча кайни, упӑшкине епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пӑхма анчах иудей — иудей мар, ӳт касни те — курӑнаканни, ӳт ҫинчи паллӑ ҫеҫ мар; 29. кам чунӗпе иудей — ҫавӑ иудей, ӳт касни те — йӑлишӗн туни анчах мар, вӑл чӗрере, кӑмӑлта пулмалла.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Иуда — тӑван халӑхӗшӗн ӳчӗпе те, чунӗпе те пуринчен ытларах тӑрӑшаканскер, хӑйӗн чи лайӑх ҫулӗсене йӑхташӗсемшӗн панӑскер — Никанор пуҫне тата аллипе хулпуҫҫине касса Иерусалима илсе кайма хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн тӗлӗкӗ ҫавнашкал пулнӑ: вӑл аслӑ священник пулнӑ Онияна — тӳрӗ те ырӑ ҫынна, пӑхма хисеплӗ, чунӗпе йӑваш, сӑмахӗпе кӑмӑллӑ, ачаранах мӗн ыррине ӑша хывнӑ ҫынна — курнӑ; вӑл, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм Иудея халӑхӗшӗн кӗлтунине курнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаван, Фувал тата Мешех санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, санӑн таварна этем чунӗпе, пӑхӑр савӑт-сапапа улӑштаратчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни — 5. ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсенӗн канашне ҫӳремен, ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн ҫулӗ ҫине тӑман, астаракан ҫынсенӗн пухӑвӗнче ларман ҫын телейлӗ; 2. вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!
Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑннӑ; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Еммор вӗсемпе калаҫа пуҫланӑ, вӗсене каланӑ: манӑн Сихем ывӑлӑм чунӗпе сирӗн хӗре иленнӗ, ӑна Сихема качча парсамӑр; 9. пирӗнпе хурӑнташлӑ пулӑр; хӑвӑр хӗрӗрсене пире парӑр, пирӗн хӗрсене [хӑвӑр ывӑлӑрсем валли] илӗр; 10. пирӗнпе пӗрле пурӑнӑр; ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр [аслӑ], пурӑнӑр, ӗҫлӗр ҫакӑнта, ӑна хӑвӑр валли илӗр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Искусство анинче тӑрӑшакансене пурне те хавхалануллӑ ӗҫӗшӗн тата чунӗпе тарават пулнӑшӑн тав тӑватӑп!Благодарю всех служителей искусства за вдохновенный труд и щедрость души!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252
«Талант этем чунӗпе пӗрле килет».
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17