Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирӗклӗх вӑл — ниме пӗлтермен сӑмах, массӑсен чунӗнче янракан хӗлӗх, анчах вӑл час-часах халӑха усӑ памасть, шӑпах тирансемшӗн усӑллӑ пулса тӑрать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑнпа Марий партийӗнчи консул Кней Папирий Карбон, нумайччен Суллӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑскер, ҫапла каланӑ: Сулла чунӗнче арасланпа тилӗ пурӑннӑ; унпа кӗрешнӗ чухне тиллине ҫӗнтерме йывӑртарах пулчӗ, тенӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Валерия Спартакӑн ырӑ чунӗнче кунсерен ҫӗнӗрен ҫӗне тивӗҫлӗхсем тупнӑ, ҫавӑнпа ӑна чунтан-вартан савнӑ кӑна та мар, вӑл ӑна хисепленӗ, ӑна пуҫҫапнӑ, унпала савӑннӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӑчӗ Виталий, ҫӗлӗкне илсе тӑхӑнчӗ, купӑсне йӑтрӗ те, чӗнне хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫакса, ни Динӑна, ни Никандра шӑл шурри те кӑтартмасӑр урӑх, юррин ахаль те хурлӑ та ӗсӗклевлӗ кӗввине пушех те хурлӑрах, ӗсӗклевлӗрех сӗтӗрттерсе, вӑхӑчӗ янӑрашмалли-ҫуйӑхашмалли маррине пӗле тӑркачах, купӑс ҫемми май чунӗнче тӑлпаланнӑ юррине вӑйлӑн та ҫилӗллӗн янраттарса ячӗ:
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Елькка хӑвалани мар, ӑшӗнче, чунӗнче упранаканни чӑн.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑй чунӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑй каласа парассине туйрӗ вӑл; юратнисем пурте нумай калаҫаҫҫӗ.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах шухӑшсем шанчӑксӑрланса пынӑҫемӗн вӑл сахалтарах хӑракан пулчӗ, унӑн чунӗнче пӗчӗккӗнех темскерле ҫивчӗ, лӑпкӑ та ҫилӗллӗ тарӑху ӳссе пычӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хресченсене курайманлӑх Вукӑн пӗтӗм туйӑм-шухӑшӗнче вӗреме пуҫларӗ, ҫак курайманлӑх ун чунӗнче хресченсенчен уйрӑлсан та самаях пурӑнчӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Панин яланах ман куҫ умӗнчеччӗ, вӑл яланах тем ӗҫленӗ пек, ерҫмен пек курӑнатчӗ, анчах унӑн чунӗ ирӗклӗччӗ, унӑн чунӗнче пӗр пӗчӗк усал туртӑмсӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман.
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн ӗнтӗ ҫав тери алӑсем кӗҫӗтсе илчӗҫ — Репина ӗнсинчен тытса лайӑх кӑна силлесе илес, унӑн пӑсӑк, пӗр хӑйне кӑна юратакан чунӗнче пурте хӑй вырӑнне лармалла лӑскаса илес килсе кайрӗ!
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑрушла пьеса вӑл, — унӑн вӗҫне мелодрамӑллӑ туса хуман пулсан, ӑна курнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн чунӗнче пур ӗмӗтсем те татӑлни кӑна пулма пултарать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Халь вара темӗнле ҫирӗплӗх, ҫав вӑхӑтрах тата темӗнле ачашлӑх ҫӗкленет Владимир Ильичӑн чунӗнче.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑл ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн куҫҫуль тӑкнине тата ҫынсен чунӗнче, хӑй каларӗшле, кирек мӗнле йӗпе-сапа пулнине те юратмасть.Он не любит слез после победы и всякой, как он называет, душевной слякоти, а предпочитает погулять.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Маковей вӑл хӗр шӳчӗ кӑна пулнине, паллах, пӗлет, анчах унӑн хусканнӑ чунӗнче темӗнле шанчӑк хӗрӳленме тытӑнать.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Иван Антонович чунӗнче хӑйӗн боецӗсемпе савӑнать, ҫавӑнпа ӑна: — Юрлама пӑрахӑр! — тесе команда пама йывӑр.» — Иван Антонович внутренне любуется своими бойцами, и ему трудно подать команду: — Прекратить!
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Астӑвӑп! — тесе ответ пачӗ вӑй хӑйӗн чунӗнче.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ленькӑпа Марийкӑшӑн вӗренӳ ҫакӑнпа вӗҫленчӗ вара, — ачасен чунӗнче татa тепӗр ыраттаракан ҫӗвӗк хутшӑнчӗ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Халӗ ӗнтӗ, вӗсене курса, Кавӗрле мучи хӑйӗн сехри хӑпнӑ чунӗнче иртенпе тӑвӑнса ҫӳренӗ ҫилӗ кӑшт та пулин юлнине туймарӗ те.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
— Халӗ пурте питӗ аван пулса пыма пуҫлать; халь ӗнтӗ тинех халӑх хӑйӗн хӑватлӑ, чунӗнче тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ сӑмахне калать!
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак пӗчӗк ҫын унӑн чунӗнче мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑннине туйма питӗ йывӑр пулчӗ.Странно было ощущать, как много места в душе занимает этот маленький человек.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.