Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрнара пырса кӗнӗ чухне Крапивин чунӗнче вӑл-ку тӗлӗшпе нимӗнле иккӗленӳ те ҫукчӗ ӗнтӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Е, венчете ашшӗ-амӑшӗ сӗннипе тӑрсан та, чунӗнче ҫакна хирӗҫлемен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин, чунӗнче ҫапах кураймасть-ши вара Крапивина?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Бертольдӑн тар киллинчи хӗлхем евӗр — ҫак туйӑм Грэй чунӗнче темӗн арканнӑ хыҫҫӑнхи ишӗлчӗк айӗнчен ыткӑнса тухакан ҫулӑмла ялкӑшать.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Шухӑш япаласен чунӗнче куҫса ҫӳрет; ҫап-ҫутӑ пӑлхануран уйрӑлать те вӑрттӑн систерӳсем патне васкать; ҫӗр ҫинче тата тӳпере вӗҫет-ҫаврӑнать, ӑсра сӑнарланнӑ ҫынсемпе пурнӑҫри пек калаҫать, аса илӳсене сӳнтерет те капӑрлатать.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Картинӑна пӑхнӑ хушӑра Грэй чунӗнче ҫак шухӑшсемех мар, анчах вӗсен мӗлкисем амаланса ҫитӗнчӗҫ.Не мысли, но тени этих мыслей выросли в душе Грэя, пока он смотрел картину.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унӑн ҫак юратӑвӗ — вӗрентсе ӳстернипе тата шӑпа пӳрнипе — чунӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ туртӑмӗсене чӗрӗлӗх кӳрекен пӗртен пӗр вӑй темелле: туртӑмӗсем вара пурӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, кӑмӑлне нимӗн тума та хистеме пӗлмесӗр аран-аран ҫеҫ куҫкалаҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах мӗн-ши ун чунӗнче?
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Пыратӑп, пыратӑп, — пуҫне ҫӗклесе, хӑвӑрт каларӗ Ленин; анчах хӑй тӳрех хускалмарӗ-ха, шухӑшласа ларчӗ, унӑн пит-куҫне шӑпах Зиновьев чунӗнче хайхи кӑткӑс туйӑм вӑратакан хурлӑхлӑ сӑн ҫапрӗ.
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вара Эмиль чунӗнче каллех пӗчӗк шанӑҫ вӑранчӗ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн чунӗнче мӗн капланнине Линӑна май килнӗ таран сӑпайлӑрах каласшӑн.Поэтому он искал способ как можно более вежливо высказать Лине всё, что накипело у него на душе.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Толстовец манпа ачашшӑн, хапӑл тусах юратӑвӑн творчествӑллӑ вӑйӗ ҫинчен, харпӑр хӑйӗн чунӗнче вӑл туйӑма аталантарса пымалли ҫинчен, пӗр вӑл кӑна «ҫынна тӗнче сывлӑшӗпе» — пурӑнӑҫра пур ҫӗрте те сапаланса тӑракан юратупа ҫыхӑнтарма пултарни ҫинчен каларӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫакӑн пекех Андрий мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвассишӗн ҫуннӑ, кунпа пӗрлех унӑн чунӗнче ытти туйӑмсем те аталаннӑ пулнӑ.Он также кипел жаждою подвига, но вместе с нею душа его была доступна и другим чувствам.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн чунӗнче мӗн пуррине пӗлнӗ пулсан, хамах асӑрханнӑ пулӑттӑм, сан умра та намӑс пулман пулӗччӗ!А знай я, что у него на душе, я бы сам поостерегся, и не было бы мне теперь стыдно перед тобой!
Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫӗнтерӳ ун енче мар пулсан та, чунӗнче хурлӑх ҫеҫ пулсан та, ыттисене вӑл хӑй хыҫҫӑн хӑюллӑн уттарӗ, вӑя, илеме шанакансем ун енне, шанса та ӑнтӑлса, туртӑннӑҫем туртӑнӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйӗн принципӗсене таса упракан ҫынран илемлӗреххи ҫук пулӗ тӗнчере.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Фома чунӗнче типӗ те тӗттӗм пулнӑ: тӑлӑх-туратлӑхӑн ҫӳҫенчӗклӗ туйӑмӗ унӑн чунне ҫавӑрса илнӗ…А в душе Фомы было сухо, темно; жуткое чувство сиротства наполняло ее…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн чунӗнче вӑл арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫыхӑну, ҫынсем калаҫнӑ пек, ытахаль те тӳрккес пулассине ӗненсех пӗтереймен.В душе он не верил, что отношения мужчины к женщине так просты и грубы, как о них рассказывают.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗҫ шавӗ ӑна ӳсӗртсе янӑ, вара унӑн чунӗнче тӑракан хайхи темӗнле туйӑм уҫҫӑн палӑра пуҫланӑ — унӑн хӑйӗн акӑш-макӑш ӗҫе хутшӑнас килсе кайнӑ, юмахри пек хӑватлӑ вӑй туянса, хӑйӗн катмар хул-ҫурӑмӗ ҫине пӗр тӑрук ҫӗр михӗ ыраш тиесе, пӗтӗм ҫынна тӗлӗнтерес килнӗ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗнтӗ ун чунӗнче кӗрешӗве пуҫлас килни тӑвӑллӑн хумханса тӑнӑ, — вӑл часрах ҫӗнтерӳпе киленесшӗн пулнӑ.И в душе его уже разгоралось бурное желание начать борьбу, чтоб скорее насладиться победой.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.